Çӗнтерӳпе таврăнма сунатпăр!

05.01.2018 12:26 | Хусан (Казань) Печать

Çӗнтерӳпе таврăнма сунатпăр!

(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк Д.Никитинăн харпăр архивӗнчен). Ыран «Дакар – 2018» ралли пуçланать. Кăнтăр Америкăра вуннăмӗш, пӗтӗмӗшле илсен хӗрӗхмӗш хутчен иртекенскер, унăн çулӗ виçӗ çӗршыв – Перу, Боливи тата Аргентина – урлă выртать. Чупăва хутшăнакансем ыран, январӗн 6-мӗшӗнче, Перу тӗп хулинчен Лимăран старта тухаççӗ те икӗ эрне хушши ăмăртаççӗ. Финиш Аргентинăри Кордоба хулинче январӗн 20-мӗшӗнче пулать.

Яланхи пекех раллире Раççей чысне Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда хӳтӗлет. Хальхинче вăл тăватă экипажпа хутшăнать:

500-мӗш экипаж: пилот – Э.Николаев, штурман – Е.Яковлев, механик – В.Рыбаков;

502-мӗш экипаж: пилот – Д.Сотников, штурман – Р.Ахмадеев, механик – И.Мустафин;

507-мӗш экипаж: пилот – А.Мардеев, штурман – А.Беляев, механик – Д.Свистунов;

515-мӗш экипаж: пилот – А.Шибалов, штурман – Д.Никитин, механик – И.Романов.

«Дакар» чемпионӗн титулӗшӗн кăçал «КАМАЗ-мастерсăр» пуçне грузовиксен лидерӗсем IVECO, TATRA, RENAULT, SCANIA, LIAZ, МАЗ тата ыттисем кӗрешеççӗ. Пурӗ «Дакар» стартне 54 çӗршывран 332 автомобиль, çав шутра 42 спорт грузовикӗ, тухать.

Тутарстан командине пысăк ăнăçу сунатпăр, такăр мар çулсем те такăр пулччăр вӗсемшӗн, финиша тăватă экипажăн та пуринчен малтан çитмелле пултăр.

«Сувар» вулаканӗсем уйрăмах 515-мӗш экипажа çӗнтерӳпе таврăнма сунаççӗ. Пирӗн йăхташăмăр, чăваш каччи Дмитрий Никитин шăпах асăннă экипажра ăмăртать. Дима çинчен тӗплӗнрех çак ссылкăпа вуласа пӗлме пулать http://suvargazeta.ru/ru/the-news/item/15906-kamaz-masterti-dmitriy-nikitin-–-chăvash.html


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

комментарии  

 
0 #1 Anatols 18.01.2018 20:15
Çӗнтерӳпе таврăнма сунатпăр,Дима ! Общий зачётра пока 14 -мёш выранта. Тоже питӗ лайăх. Ушканӗ 42 грузовик. - Анатолий (Рига)
Цитировать
 

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике