27.03.2018 13:40

Чăвашла вӗрентмесен çыравçăсем кирлӗ пулӗç-и?

Автор  Редактор
Оценить
(1 голос)

(Алена Селиванова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнекун, мартăн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен черетлӗ пухăвӗ иртрӗ. Наци литературин пайне 200 яхăн çын пуçтарăннăччӗ.

Тӳресемпе куçа-куçăн

Çивӗч ыйтусем нумай пухăннăран тӗлпулăва çырав ӗçне илсе пыракан икӗ тӳрене йыхăрнă писательсем. Вăхăтлăха кăларма чарăннă «Капкăн» тата «ЛИК (литература, искусство, культура)» журналсен шăпине татса парас шухăшпа сăмах чи малтан Чăваш Ен информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне Александр Иванова пачӗç.

– Хаçат-журнал кăларса тăрасси тупăшлă ӗç тесе калаймăн. «Капкăн» журнала калăпласа вулакансем патне çитерме 2016 çулта кайнă мӗнпур тăкака шута илсен эсир те тӗлӗнӗр: пӗр журнал 840 тенке кайса ларнă. Сутăнманнине, çырăнса илменнине, журналта Интернетран вырăс кулăшӗсене куçарса лартнине шута илсен малашне кирлех-ши «Капкăн» тесе ыйту лартасшăн эп сирӗн умăра, – терӗ Александр Степанович. – «ЛИК» кăларăмпа та ӗçсем пӗр евӗрлӗрех пыраççӗ. 2016 çулта унăн тиражӗ 100 экземплярччӗ. 124 страницăллă 1 журналăн хакӗ 1 пин те 628 тенке кайса ларчӗ! Çак кăтарту пӗртте йӗркеллӗ пек туйăнмасть маншăн. Вулакан пулмасан кăлармаллах-ши вӗсене?

ЧР Профессилле çыравçăсен союзне ертсе пыракан Геннадий Максимов ку журналсен ыйтăвӗсемпе министрсем патӗнче 7-8 хутчен те пулнине пӗлтерчӗ. Тӳресем эртелпе çырнă çыру-тархаслăва еплерех хурав панине вуласа пачӗ. «Сыхласа хăвармалла»,– тесе хурав панă пичет министрӗ. Анчах та ун чухнех тепӗр ыйту çуралнă çӳлте – тен, журналсене Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви аллине памалла? Журналсенче пичетленекен хайлавсем ытларах культурăпа таччăн çыхăннине кура йышăну тӗрӗс пулнă пулӗччӗ. Паян çыравçăсене пăшăрхантаракан чылай çивӗч ыйтăва татса пама пулăшӗччӗ.

Г.А.Максимов сăмахӗпе, Чăваш Ен пуçлăхӗсен танлаштарса шухăшласа пăхмалли пурах – Пушкăрт Республикинче 11 литература журналӗ тухать, Тутарстан Республикинче – 5. Редакцисенче 12-14-шар çын вăй хурать.

Сăмах Борис Чиндыков илчӗ. «Енчен те журнал хăйне хăй тытса тăраять пулсан вара хамăр шаннă тӳресене йăлăнмалла та мар, тулли мар яваплăхлă общество (ООО) йӗркелемелле! Чăваш культурин аталанăвӗн вунă çул валли палăртса хунă стратегине илес пулсан вара? Ăçта вара чăваш халăхӗн мăнаçлăхӗ, наци çирӗплӗхӗ? Çын шучӗпе Раççейре тăваттăмӗш вырăнта пыракан халăх валли виçӗ литература журналӗ те кăларма вăй-хал çитереймесен – намăс мар-и пире?» – терӗ «ЛИК» тӗп редакторӗ.

ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Константин Яковлев калаçăвне пурне те Культура ӗçченӗсен кунӗ (мартăн 25-мӗшӗ) ячӗпе саламланинчен пуçларӗ.

– Ку журналсене хăй вăхăтӗнче хупни – виçесӗр йăнăш утăм. Вӗсене малашне еплерех шăпа кӗтет тенине хирӗç ман пӗр сăмах : хупма памалла мар! Редакцисенче ӗçлекенсен шутне ӳстермелле, тивӗçлӗ ӗç укçи тӳлемелле. Культура министерствинче вăй хуракан 34 çынран, шел, паян пӗрин те литература ыйтăвӗсене тимлеме вăхăчӗ çук. Пысăк тавракурăмлă, культура ыйтăвӗсене тӗшмӗртекен çынсем кирлӗ пире. Малашне 4-5 çыравçă, художник илме палăртатпăр. Çыравçăсен хушшинче çивӗч ăслисем нумай. Хальлӗхе ваканси çук. Икӗ журнал ыйтăвне те татса парăпăр. Ку кăткăслăх мар вăл, ăнлану тупманни çеç. Сăмахран, республикăра 700 ытла библиотека. Кашни пӗр номер çырăнсан та – миçе ав! Журналсене çӗнетмелле, илемлетмелле. Сирӗн, çыравçăсен, тивӗçӗр виçесӗр пысăк , хутлăхшăн, чăваш тӗнчишӗн пӗлтерӗшлӗ. Чылайăшӗ, шел, ватăлать. Çыравçă-сăвăçсем çинчен кинофильмсем ӳкермелле. Çӳçне кӗмӗл сапнă сăмах ăстисене Наци телекуравӗпе кăтартмалла. Çак кунсенче 53 вырăнлă чаплă автобус туянас ӗçсене татса паратпăр, – вӗçлерӗ сăмахне Константин Геннадиевич.

Çыравçăсен умне темиçе ыйту та тухса тăчӗ министрсен калаçăвӗ хыççăн. Чăваш Ен Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев литература журналӗсене çӗнӗрен чӗртсе ярасси çинчен калакан Килӗшӗве алă пустăр тесен мӗн тумалла? Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствине чăваш çыравçисене хӳтӗлекен специалистсене ӗçлеме илесси (никама та мар, маттур çыравçăсенех, çак вырăна тивӗçлисене, çирӗплетмелле). Республика шкулӗсенче чăваш чӗлхине хăйсем суйласа илнипе мар, çине тăрсах вӗрентме пуçласси. Тираж чакни çакăнтан нумай килет. Патшалăх чӗлхине вӗрентмеллех!

Иртнӗ çул çитӗнӳсемпе пуян

ЧР Профессилле çыравçăсен союзне ертсе пыракан Геннадий Максимов пӗтӗмлетӳллӗ докладне хăй вăхăтӗнче тӳрлетме май çук йăнăшсем туса хунă ӗлӗкхи инфомаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне В.В.Андреевăна асăннинчен пуçларӗ. Союз ертӳçи сăмахӗпе, çав тӳрен çăмăлттайла йышăнăвне пулах чăваш хаçачӗ-журналне пӗрлештерсе пӗтернӗ те.

Иртнӗ çул вӗçӗнче Раççейре ача-пăча валли çыракан авторсен антологийӗ тухнă. Кăçал Мускавра проза антологине хатӗрлеççӗ. Унта чăвашсен паллă çыравçисен хайлавӗсем кӗрӗç. Чăваш Республикин Патшалăх премине илнисен хушшинче чăваш çыравçисем пур.

Кăçал ача-пăчапа кӗçӗн тата вăтам çул-ӳсӗмрисем валли кӗнекесем кăлармалли гранта виçӗ автор тивӗçнӗ – Николай Ларионов (Чӗмпӗр), Марина Карягинăпа Римма Прокопьева (Шупашкар).

Канаш районӗнче Поэзи паркӗ уçăлнă. Унта кăçал 25 йывăç лартса хăварнă. Çыравçăсем хăйсен юбилейӗсене анлă курав е хăтлав евӗр ирттерни те хăйне евӗр пулăм. Çамрăк çыравçăсен пӗрлӗхне йӗркелесси çивӗч тăрать.

Сăмах парăр!

Малалла союз çумӗнче ӗçлекен секцисен пуçлăхӗсем, чунри капланăвне ӗçтешӗсене çитерме васкакан çыравçăсем, аякран килнисем калаçрӗç. Вӗсенчен кашнинех журналсен шăпи канăçсăрлантарчӗ.

– Ӗçе çӗнӗрен чӗртсе ямалла.Чăвашлăха аталантарасси тухьяллă, тӗрӗллӗ çи-пуçлă хӗрсемпе каччăсем тухса ташласа-юрласа пани çеç мар вăл. Пултаруллисене хисеплеме вӗренмелле. Ӗçлемелле, тивӗçе туйса ӗçлемелле, – терӗ чăваш литературин тӗпчевçи Юрий Артемьев.

«Чăваш чӗлхине ача сачӗсемпе шкулсенче вӗрентмесен малашне çыравçăсем кирлӗ пулӗç-ши?» – ыйту тавра та хӗрӳ калаçрӗç сăмах ăстисем. «Чӗлхесӗр халăх çыравçисем пулса юлас марччӗ!» – тесе пăшăрханăвне пытармарӗç. Шупашкарта ӗлӗкхилле наци лицейӗнче вӗрентнӗ евӗр пултаруллă ачасене илсе килсе пӗр çӗрте вӗрентме май çукки те кулянтарать чăваш çыравçисене. Мӗнпур чăваш кăларăмӗсене «Хыпар» тавра пухса хуни те, паян илемлӗ очерксем çыракансем çукки те. «Тăван Атăла» чăваш чӗлхине манса каяс мар тесе çырăнмалла тесе çирӗплетрӗç.

«Тăван Атăл» журналăн редакторӗ Лидия Филиппова конкурс çӗнтерӳçисене тата К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш академи драма театрӗ 100 çул тултарнине халалласа ирттернӗ викторинăра мала тухнисене Тав хучӗ тата парне парса чысларӗ.

– Юратнă литература кăларăмӗн тиражӗ ӳсни савăнтарать. Пире паян регионсенче çыракансем те питӗ кирлӗ. Çак ыйтăва тимлес тӗллевпех журналăн редколлеги членӗсен шутне Евгений Турхана (Тутарстан), Николай Ларионова (Чӗмпӗр) тата Микул Ишимбая (Пушкăртстан) кӗртрӗмӗр. Журнала паян çӗршыври 43 регионта çырăнса илеççӗ. Унсăр пуçне тата Эстонипе Беларуçра, Италире вулаççӗ. Раççейре 100 ытла наципе культура автономийӗ. Кашнинех пирӗн кăларăм пытăр, – терӗ Лидия Ивановна.

Малашне Раççей Правительствин пайташӗсем çыравçă профессине каялла тавăрас ыйтупа ӗçлеме пуçланă текен хыпар чăннипех савăнтарчӗ. Пуласлăхри çак ăслă йышăну сăмах ăстисене шанăç, çăкăрлăх та пулин укçа ӗçлесе илме май парӗччӗ. Чылай ыйтăва татса пама пулăшакан çул-йӗр çине илсе тухӗччӗ.

 

Изменено 28.03.2018 12:58

комментарии  

 
0 #1 Аскольд Де Герсо 06.04.2018 06:00
Çыравçăсем çыраççех ĕнтĕ, ку вăл укçа тÿленинчен те килмест. Хамăрăн тăван чĕлхене çĕтме пама юрамасть. Тата çакна та каласа хăварасшăн: Тутарстанра чылай ашшĕ-амăшĕ ачана мĕн сăпкаран вырăсла вĕрентет, унтан виçĕ-тăватă çулхи ача хăйне эпĕ вырăс тесе çÿрет. Мĕншĕн чикан ачисем хăйсене вырăс темеççĕ? Эпир е чикансенчен те кая-ши?
Цитировать
 

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике