17.04.2018 10:01

Телей пултăр ялан

Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче пурăнакан Мария Валерьевна ШУРБИНА апрелӗн 12-мӗшӗнче 55 çулхи юбилейне паллă турӗ. Çак сумлă юбилей ячӗпе ăна чун-чӗререн саламлатпăр. Ăнăçу, çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, çутă кун-çул, вăй-хал, çемьере тату пурнăç тата телей сунатпăр. Ырă пурнăç çăлтăрӗ йăлтăр-йăлтăр çиçтӗр умăнта. Ачусемпе, мăнукусемпе пӗрле тата нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр.

Саламлатпăр сана юбилей ячӗпе,

Чунтан ыр сунатпăр пур çемьерен.

Çирӗп сывлăхлă пул çӗр çула çитиччен,

Телей эс кур ӗмӗрӳ иртиччен.

Мăшăрӗ, хӗрӗ, ывăлӗсем, кинӗсем, кӗрӳшӗ, хăтăшӗ-тăхлачăшӗсем тата йышлă тăванӗсем.

В Республике