Тăхăрьялсем Кӗр сăринче

10.11.2017 10:42 | Пăва (Буинский) Печать

 Тăхăрьялсем Кӗр сăринче

(Елена Хлынова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пăва енче кӗрхи çӗр ӗçӗсем ăнăçлă вӗçленчӗç. Пирӗн несӗлсен уй-хир ӗçӗсем вӗçленсен «Кӗр сăри» ирттерес йăли Тăхăрьял енче паян кун та сӳнмен-ха. Юпа уйăхӗн юлашки кунӗнче Таккавар ялӗнче ЧНКЦ пуçарнипе авалхи йăлана хисеп тăвакансем ялти клуба пуçтарăнчӗç. Сумлă кинемейсем хăйсем çамрăк чух Кӗр сăри еплерех ирттернине аса илчӗç, çамрăк ăрăва кăтартса пачӗç. Мешехене «Уяв» тата «Пилеш» юрă-ташă ушкăнӗсем илем кӗртрӗç. Кӗр пуянлăхӗпе илемлетнӗ залра сувенирсен, ал ӗçӗсен куравне йӗркеленӗ. «Кӗр сăрине» пухăннă ЧНКЦ пайташӗсем 2017 çулта ирттернӗ ӗçӗсене пăхса тухса хак пачӗç. Уява Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи В.Ильин хутшăнчӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике