Айтăр ташша ярар-и?

13.11.2017 10:34 | Хусан (Казань) Печать

 Айтăр ташша ярар-и?

«Хусанпати», «аванпатихусанта» «чăвашпати116» хэштегсемпе интернетра çӳрекен пĕлтерӳсем ноябрĕн 16-мĕшĕнче Тутарстанăн тĕп хулинчи «Корстон» кану центрĕнче чăвашсен чаплă ташă каçĕ пуласси çинчен хыпарлаççĕ. Унăн ячĕ - "Кĕр сăри". Çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнăран дискотекăна йĕркелеме пулăшакансен хушшинче пирĕн редакци те пур.

Йĕркелӳ ушкăнĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак ташă каçне ирттерме питĕ нумай партнер хутшăнать, вĕсен шутĕнче хăна çурчĕ, илем салонĕ, чечек лавкки, фотостуди, автосервис, сăра завочĕ тата ыттисем.

«Фирмăсен хуçисем пурте чăвашсем пулни пире савăнтарать тата мăнаçлантарать, - тесе калать ТР ЧНКА проектне пурнăçа кĕртекенсенчен пĕри Алексей Наумов, - кунта «Чăваш пулар, пĕрле утар» каларăш шăп та лăп вырăнлă пулать. Мĕншĕн тесен «Кĕр сăрине» ĕлĕк те пурте пĕрле пухăнса уявланă. Çак йăлана çĕнĕлле ирттерсе эпир хулара пурăнакан чăваш яш-кĕрĕмне паллаштарас тĕллеве пурнăçа кĕртетпĕр. Нацие пĕтме памалла мар. Пĕлтĕр кăна дискотекăра паллашнисен 2 туйĕ пулчĕ. Апла пулсан эпир тĕрĕс çул çинче».

«Корстонăн» виççĕмĕш хутĕнче (этажĕнче) вырнаçнă «Селфи-барти» сцена çине тухакан артистсен йышĕ те паллă. Çак каç чăвашсене Хусан çăлтăрĕ Вера Кожеманова, Шупашкарти Алексейпе Андрей Шадриковсем, Петр Ермолаев тата Диана савăнтарĕç. Унсăр пуçне дискотека хăнисене кăмăллă кĕтменлĕхсем те нумай тĕлĕнтерĕç.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике