Газ плитисемпе кăмакасем юсавлă-и?

13.11.2017 12:31 | Хусан (Казань) Печать

Газ плитисемпе кăмакасем юсавлă-и?

Ноябрӗн 9-мӗшӗнче Ижевск хулинче газ сирпӗннипе 9 хутлă çуртăн 32 хваттерӗ ишӗлсе аннă хыççăн ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та ТР Правительство çуртӗнче пулнă ларура пурăнмалли çуртсене газпа тивӗçтерессине тӗрӗслеме хушнă.

«Республикăра газификаци çӳллӗ шайрине кура ку проблема пирӗншӗн те пур. Шел те кун пек инкексем пирӗн патра Хусанта, Çырчаллинче, Ешӗлварта та пулчӗç», – терӗ ТР Президенчӗ.

Президент çаплах пӗлтӗр республикăра сӗрӗм тивнӗ 9 тӗслӗх, вӗсенчен 3-шӗ вилнине, 27 çын шар курнине аса илтерчӗ. Юлашки 5 çулта кăна республикăра сӗрӗм тивнипе пурӗ 59 çын вилнине те палăртрӗ. Çавăнпа муниципаллă йӗркеленӳсен ертӳçисене çакăн пек инкексем ан пулччăр тесе профилактика ӗçӗсене ирттерме, халăха газ оборудованийӗсемпе тӗрӗс усă курмалли правилăсене аса илтерме хушрӗ.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике