Ӗмӗрхи канлӗхе халь çӳллӗ хӗрес сыхлать

13.11.2017 14:15 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

 Ӗмӗрхи канлӗхе халь çӳллӗ хӗрес сыхлать

(Геннадий Карсаков. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Çак кунсенче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗн кивӗ масар территорийӗнче 3,5 метр çӳллӗш хӗресе светить турӗç. Çак мероприятие Кивӗ тата Çӗнӗ Йӗлмел ялӗсен çыннисем хутшăнчӗç. Хӗрес çине Иисус Христоса сăнланă мрамор плита вырнаçтарнă, аяла вара «Çак вырăнта Йӗлмел кустӗнче (Кивӗ Йӗлмел) 168 çул кивӗ тата çӗнӗйӗлмелсем вилнисене пӗрле пытарнă. 1905 çулта Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çӗнӗ масар уçнă», – тесе çырнă. Хӗресе светить тăвас мешехене Сергий Радонежский храмăн пачăшки Павел атте, Чăваш Çӗпрел чиркӗвӗн пачăшки Дмитрий атте тата Дмитрий Салунский храмăн пачăшки Владимир атте ирттерчӗç.

Кивӗ масара çакăн пек тимлӗх уйăрнин сăлтавӗ – Кивӗ Йӗлмел ял варринчи плотинана пула кивӗ масар хӗрри çӗр эрозийӗ пуçланнипе ишӗлме тытăнни. Çавăнпа та кивӗ масарăн пайне упраса хăварас сăваплă ӗçе Кивӗ Йӗлмел çынни, ӗç ветеранӗ Николай Федорович Горбунов пуçăнчӗ. Аса илтеретпӗр, вăл хăйӗн укçи-тенкипе 2014 çулта Кивӗ Йӗлмел ял варринче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса часавай тутарнăччӗ. Хальхинче те акă эрозие хирӗç строительство ӗçӗсем пуçарас тесе ял халăхӗн ятӗнчен проектпа смета документацине пуçтарса район администрацийӗн пуçлăхӗ А.В. Шадриков патне ячӗ.

Район ертӳçи проблемăна татса парас ыйтупа республика ертӳçисем патне тухрӗ. Çак ӗçсене пурнăçлама кирлӗ укçа-тенкӗ уйăрчӗç. Хальхи вăхăтра «пăр тапранчӗ» темелле. Районти коммуналлă службăн ӗçченӗсем ишӗлекен çырана çирӗплетме тытăнчӗç.

Кивӗ масар çине лартнă пысăк хӗресе те Николай Федорович Горбуновăн тата унăн Шупашкарта ӗçлесе пурăнакан ывăлӗн Юрий Николаевичăн укçи-тенкипе тунă. Мрамор плитана Юрий Николаевич Шупашкартан туса кӳнӗ. Хӗресе шăратса çыпăçтаракансем те Горбуновсен тăванӗсемех – Валерий Кузнецовпа Вадим Иванов. Вӗсем чиркӳ требованийӗсене пăхăнса хӗрес ăсталанă.

Хӗресе светить тума пуçтарăннă халăх церемони хыççăн кивӗ масар территорине ишӗлесрен упраса хăварма ыйтнине тивӗçтернӗшӗн, вилнисене çакăн пек сума сунăшăн район администраци пуçлăхне А.Шадрикова тата хисеплӗ Николай Федорович Горбунов пенсионера тав турӗç.

 

 

 

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике