Чи активлисем – чăвашсем

14.11.2017 10:25 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Чи активлисем  –  чăвашсем

(Ирина Трифонова. Ю. Калинина сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче Тутарстан Республикин нумай нациллӗ вырсарни шкулӗсемпе этнокультура компоненчӗллӗ вӗрентӳ шкулӗсен фестивалӗн суйлав турӗ пулчӗ. Ăна ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе Хусанти вӗрентӳ управленийӗ йӗркеленӗ. Хăйсен пултарулăхӗпе Хусан хулипе республикăн ултă район ачисем паллаштарчӗç: юрларӗç, ташларӗç, халăх йăли-йӗркисене кăтартрӗç. Вӗсем çине пăхсан чун савăнать, ак çумранах чăваш хӗр ачисемпе арçын ачисем чупса иртрӗç, тепӗр çӗрте грузин халăхӗн ывăл-хӗрӗсем пуçтарăнса тăнă, инçех мар крешӗнсем, вырăссем тăраççӗ, мăкшăсем сцена çине тухма хатӗрленнӗ, тутарӗсем хӗрсе репетици тăваççӗ. Пурте хăйсен наци тумӗпе, кам иккенне тӳрех палласа илетӗн.

Хăйсен культурипе куракансене чăваш, çармăс, удмурт, мăкшă, крешӗн, грузин, тутар, ту çыннисем, арабсем паллаштарчӗç. Çакăнпа илемлӗ те пуян мар-и-ха Раççей? Ирӗксӗрех шухăшсем шкулсенче тăван чӗлхене вӗренессинчен пăрăнни тавра явăнма пуçларӗç. Кам пулатпăр эпир хамăрăн тăван чӗлхене те пӗлмесен? Вырăс? Çук! Тăван чӗлхене, культурăна çухатнă айвансем, сутăнчăксем тесе калас килет. Мӗнпе шутлаççӗ-ши хăйсен ачисене чăваш чӗлхинчен вăйпа пистерекен ашшӗ-амăшӗсем? Пуçпа мар пулманни куçкӗрет.

Çавăнпа çак фестиваль пек мероприятисем çав тери кирлӗ. Концерта тӗрлӗ халăх ачисем хутшăнчӗç, çавах чăвашсем шучӗпе чи йышличчӗ. Çарăмсан, Çӗнӗ Шуçăм, Спас, Элкел, Чистай, Алексеевски районӗсенчен ача-пăчасен ансамблӗсем килсе çитнӗ. Кашни номер урлă пирӗн атьсем сцена çине тухнипе-и хама чăваш концертӗнче ларнăнах туйрăм. Фестивале Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳрекен 6 çулти София Чаркина пуçлани те хăйне май символлă пулса тухрӗ.

Районсенчи йăхташăмăрсене курма кăмăллă пулчӗ. Ăçта ан пăх, пур çӗрте те тухьяллă пуçсем курăнаççӗ. Спас районӗнчен «Çеçпӗл» ансамбль килсе çитнӗ, вӗсем улах ларнине кăтартрăç.

Конкурс пулассине пире роноран пӗлтерчӗç. Чăвашсем пирӗн районта сахал пулнипе ансамбле вырăссем те, тутарсем те çӳреççӗ. Çавăнпа эпир халăхсен туслăхне кăтартас терӗмӗр. Ачасем килӗштерсе пурăнаççӗ, вӗренеççӗ. Улах, тӗрӗссипе, вырăссен те, тутарсен те пулнă. Вокал номинаципе хутшăнакан та пур. Оля Якличева «Анне эсӗ ир тăран» юрăпа тухать. Пирӗн районӗпе те Яшпашелӗнче кăна пӗр чăваш шкулӗ ӗçлет. Унта Татьяна Аптрейкина «Мерчен» ташă ушкăнне йӗркелесе янă. Пӗрле килтӗмӗр ак. Тăрăшатпăр, гала-концерта лексен аван пулӗччӗ», – терӗ Пăлхарти интернат-шкулта воспитатель пулса ӗçлекен, чăваш ансамблӗн ертӳçи Валентина Якличева.

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчен килнӗ Людмила Ильдуловăпа та калаçса илтӗмӗр, вăл клуб ӗçченӗ пулса тăрăшать.

Фестивале «Çăлкуç» ача-пăчасен ансамблӗпе килтӗмӗр, унта ик-виç класс ачисене пуçтарнă. Районӗпе те пирӗн ялта кăна чăваш шкулӗ пур. Çавăнпа чăвашлăха аталантарассишӗн çине тăрса ӗçлетпӗр, пур çӗре те çӳреме тăрăшатпăр. Грант та выляса илтӗмӗр кăçал. Коллективра пурӗ те 12 ача, – терӗ ушкăн ертӳçи Людмила Ильдулова. Чăваш халăх пуласлăхӗшӗн пăшăрханни пирки те калаçрӗ вăл. Людмила Ильдулова шучӗпе, фестиваль пӗлтерӗшлӗ. Çитменлӗхсене те асăнса хăварчӗ. Фонограммăсăр юрлакан фольклор ансамбльне маччаран çакăнса тăракан микрофонсем кирлӗ иккен. Ачасен сасси сцена çинчен илтӗнмессе пултарнипе пăшăрханчӗ. Çавăнпа вăл хăлха хыçне вырнаçтармалли микрофонсем туянма ӗмӗтленет. Хальлӗхе ку енӗпе пулăшакансем çук тет. Ачасен тумтирӗ хитре те капăр пулнине асăрхасан, вӗсене Людмила Ильдулова хăй шутӗнчен çӗлеттернине каларӗ. Çакăн пек альтруистсем çинче тытăнса тăрать те ӗнтӗ пирӗн ӗç.

Петр Плотников фестиваль кирлӗлӗхӗпе пӗлтерӗшӗ пирки каларӗ.

Кунта киличчен кăшт маларах кăна Чистайри концерта хутшăнтăмăр. Чăваш ансамбльне çӳрекен хӗрсене хамăрăн чи активлă артистсем шутне кӗртетӗп. Вокал ушкăнне çӳрекенсем пурте 9-мӗш класа çӳреççӗ. Ку вӗренӳ çулӗнче вӗренсе пӗтереççӗ, мӗншӗн тесен пирӗн шкул тулли мар вăтам шкул пулса юлчӗ. Фестивале килмелли пирки Вӗрентӳ министерствинченех шăнкăравласа пӗлтерчӗç. Чун савăнать паян, чăвашсем те, тутарсем те, вырăссем те, СНГ халăхӗсен шутне кӗрекен, Тутарстанра çуралса ӳснӗ атьсем пӗрле пуçтарăнни аван пулăм. Пӗр-пӗрне хисеплеме, ăнланма вӗрентни кирлӗ, туслăх çирӗп пултăр малашне те, – терӗ Чистайри ЧНКЦ ертӳçи Петр Плотников.

Фестивалӗн суйлав тапхăрӗ ирхине 10.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетченех пычӗ. Жюри çӗнтерӳçӗсене вокал, ташă, халăх йăли-йӗрки номинацисенче палăртрӗ. Çӗнтерӳçӗсем паян, хаçат пичете тухнă кун гала-концертра паллă пулаççӗ. Вăл Хусанти Туслăх Çуртӗнчех иртет. Кун пирки çитес номерте çырса пӗлтерӗпӗр.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике