Пулăçсене беспилотник сăнать

04.12.2017 15:58 | Хусан (Казань) Печать

 Пулăçсене беспилотник сăнать

Вăлта тытса пулăра ларасси – хобби. Унпа чирлесех кайни тепӗр чух хăрушсăрлăх çинчен те мантарать. Юханшывсем пăрпа витӗнмелӗх сивӗ çанталăк та пулмарӗ -ха, чăтăмсăр пулăçсем вара ăссăр ача пекех пăр çине тухма васкарӗç. Çакăн пек çăмăлттайлăха пула республикăра икӗ пулăç путса вилме те ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Пӗр инкек çак кунсенче Победилово поселокӗ патӗнчи заливра, тепри Раиф мăнастирӗн кӳллинче пулчӗ.

Закон тăрăх, юханшыв 7 сантиметр хулăнăш шăнмасăр пăр çине тухма юрамасть. Енчен те закона пăссан, ТР КОАП 3.10-мӗш статйипе административлă явап тытма тивет. Ахаль граждансене 1,5 – 2, должноçрисене – 5-7, организаципе предприятисене 50–70 пиншер тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.

Çăмăлттай пулăçсемпе яланах кӗрешнӗ-ха республикăра, анчах ятарлă службăсен пур çӗре те çитме мелӗсем çителӗклех пулман. Малашне ку енӗпе вӗсен ӗçӗ самай çăмăлланать. ТР МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, малашне юханшывсене беспилотниксемпе сăнаса тăрӗç. Çапла МЧС ӗçченӗсем 35 мобильлӗ ушкăн йышӗнче юханшывсем тăрăх вӗçӗмсӗр рейдсем ирттерӗç. Беспилотник «куçӗнчен» пулăçсем хӳтлӗхре те, аякри вырăнсенче те тарса пытанаймӗç. Çӳхе пăр çинче ларакан пулăçсене асăрхасанах вӗсем патне МЧС, полици тата вырăнти администраци представителӗсенчен тăракан патруль ушкăнӗ каять.

Пӗрремӗш çакăн пек рейд çак кунсенче Ташкирмень тăрăхӗнче иртнӗ. Çапла вара пулăçсем, ан манăр: пăр çинче эсир халӗ хăвăр кăна мар. (Сăнӳкерчӗк МЧС сайтӗнчен


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике