Уяв çине уяв

05.12.2017 11:15 | Элмет (Альметьевский) Печать

Уяв çине уяв

(Екатерина Николаева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Декабрӗн 1-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Ерӗспелӗнче Анне кунне тата Инвалидсен кунне паллă турӗç. Çак каç ялти Культура çурчӗн залӗнче нихçанхинчен ырă, уяв атмосфери хуçаланчӗ. Çак уявсене халалланă концерт питӗ хăйне евӗрлӗ, асра юлмалла иртрӗ. Чи малтан сцена çине ташлакансен ушкăнӗ тухрӗ, вӗсем куракансене «Поварята» ташăпа савăнтарчӗç. Юрлакансем те пӗрин хыççăн тепри юрă шăрантарса тӗлӗнтерчӗç. Çамрăк артистсенчен кам-тăр çак кун сцена çине пуçласа тухрӗ, кам-тăр хăй кунта тахçанах çăлтăр пулнине тепӗр хут çирӗплетрӗ.

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Владимирович Кожуков аннесене уявпа саламларӗ, нумай ачаллисене асăнмалăх парнесем пачӗ. Çавăн пекех çак каç инвалидсене те чысларӗç: вӗсене ял хутлăхӗн пуçлăхӗ апат-çимӗç пакечӗсем пачӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике