Ку каччăсем Мускавра арăм шырарӗç

10.01.2018 14:19 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Ку каччăсем Мускавра арăм шырарӗç

Чăвашсем Мускава ӗçлеме кăна мар, арăм шырама та кая пуçларӗç иккен. Ӗнер пӗрремӗш каналпа иртнӗ «Давай поженимся» телекăларăма чăваш каччисем, 26 çулти йӗкӗрешсем хутшăннине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. «Каччӑсем хӑйсем пекех ялтан Мускава кайса пурнӑçри вырӑнне унта тупма ӑнтӑлакан йӗкӗреш пикесене (вӗсем 21 çулта, Мускаври ют çӗршыв компанийӗнче тӗрлӗ должноçра ӗçлеççӗ) суйларӗç: Дмитрий – Лизӑна, Денис – Вероникӑна», – тесе пӗлтерет сайт.

Каччăсем ялта çуралса ӳснӗ иккен, паллах, мӗн пӗчӗкрен ӗçе хăнăхнă. Виçӗ çул каялла йӗкӗрешсем Мускава тухса кайнă. Халӗ электроника сутакан интернет-лавккасен сетьне йӗркеленӗ, Люблино хулинче пурăнаççӗ. (Сăнӳкерчӗк чăваш халăх сайтӗнчен).


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике