Кăнна Кушки И.Яковлев юбилейне паллă турӗ

14.04.2018 09:26 | КУН ТЕМИ Печать

Кăнна Кушки И.Яковлев юбилейне паллă турӗ

(Ирина Кузьмина). Иван Яковлевич Яковлев кивӗ стильпе апрелӗн 13-мӗшӗнче çуралнăран, теччӗсем унăн 170 çулхи юбилейне шăпах çак кун паллă турӗç. Мероприятие Теччӗ районӗ ЧНКпа тата ЧР Культура министерствипе пӗрле йӗркеленӗ. Уява яланхи пекех Чăваш Енрен пысăк делегаци килсе çитрӗ. Вӗсемсӗр пуçне Хусанти, Пăвари тата Ульяновск хулинчи Чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсем, журналистсем те хутшăнчӗç. Çулран çул чакса пыракан Кăнна Кушки çапла майпа пӗр хушă халăхпа лăк тулса ларнăнах туйăнчӗ. 

Юбилей мешехи хăнăхнă йăлапа  Иван Яковлевичăн бюсчӗ умӗнчи митингран тата чечек хунинчен пуçланчӗ. Мероприятие Чăваш Енпе пӗрле йӗркеленӗ пулин те, ăна теччӗсемех хатӗрленӗ. Мӗн-мӗн те, ку енчен Иван Яковлевăн ентешӗсене хурламалли çук, хăнасене чăн-чăн интеллигентла кӗтсе илесси, пурте лайăх пӗлекен ентешӗ çинчен кашнинче мӗн-тӗр çӗннине тупса паллаштарасси вӗсен юнра. Хальхинче те акă, вӗсем патриарх 170 çул каялла Мăнкун хыççăн виççӗмӗш кун çуралнине, кăçалхи юбилей те Мăнкун эрнипе тӳр килнине асăнмасăр хăвармарӗç.

Пухăннисене чи малтан район администрацийӗн пуçлăхӗ Р.Сафиуллов саламларӗ. Вăл çак уява пӗрле паллă тума килнӗшӗн хăнасене тав тунă май пурне те И.Яковлев хăварнă еткере малалла тăсма сунчӗ. ЧНК Президенчӗ Н.Угаслов та хăйӗн сăмахӗнче патриарха чăвашсем манманнине, вăл вӗрентнӗ пек пурăннине, тăван халăхăн кун пек çынни пурри пысăк телей пулнине палăртрӗ. 2018 çул И.Яковлевăн çулталăкӗ пулнăран юбилей мероприятийӗсем çулталăкӗпе тăсăлнине,  официаллă вăл шăпах çак кунран, Кăнна Кушкинчен пуçланнине асăнчӗ. Митингра çаплах Чăваш Енри Халăсен ассамблейин ертӳçи Л.Кураков, ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин этноконфессисен хутшăнăвӗн уйрăмӗн ертӳçи К.Павлов саламларӗç.  ТР ЧНКА пайташӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Н.Сорокин Тутарстан чăвашӗсем патриархăн юбилейӗ тӗлне Тутарстан чăвашӗсен юлашки 25 çулти ӗçӗсем çинчен кӗнеке кăларнине каларӗ.

И. Яковлев бюсчӗ умне чечек хунă хыççăн уяв И.Яковлев музейне куçрӗ. Унăн ертӳçи А.Пыркин музей уçăлнăранпа икӗ кун каялла 20 çул çитнине палăртса хăварчӗ çеç мар, музее йӗркелесе уçма, И.Яковлев еткерне упрама пулăшакансене кашнине ятран асăнса тав турӗ. 20 çул каялла Л.Кураков уçма килнине, И.Яковлевăн бюстне Н. Угаслов хăй укçипе лартнине, кăçал çулла патриарх юбилейне халалласа фольклор ушкăнӗсен анлă  уявне ирттерме, кун валли ятарлă тӳрем хатӗрлеме пулăшакан район администрацийӗн пуçлăхне Р.Сафиулова тав турӗ.

 Музей хăйӗн 20 юбилейӗ çитнӗ май çав кун Тутарстан çыравçисен кӗнекисемпе те пуянланчӗ.  ТР Таврапӗлӳçисен союзӗн председателӗ А.Семенов темиçе авторăн, Н.Сорокин хăйӗн «Аттеçӗм Атăл»  романне парнелерӗç.

 Ял музейӗ пысăках мар пулин те, патриархăн пурнăçӗпе кăна мар, ялтан тухнă ытти паллă çынсемпе, ял халăхӗн пурнăçӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе туллин паллаштарать. Кашнин валли вырăн тупнă кунта.

Паллах, кун пек мероприятин тепӗр пайӗ яланах шкулта иртет. Кăнна Кушки шкулне Иван Яковлевич хăй  уçнине шута илсен, уйрăмах. Хальхи шкул çурчӗ унтанпа шучӗпе пиллӗкмӗш ӗнтӗ, ăна 1975 çулта туса лартнă. Вăхăтӗнче çӗр-çӗр ача вӗреннӗ çак шкулта халӗ, шел пулин те, пурӗ те  14 ача кăна. Апла пулин те пушă курăнмасть шкул.  Халӗ те коридорӗсем тăрăх класӗ-класӗпе ача утнăн туйăнать. Стендсем те йăлтах тăван чӗлхепе пулни ăна тата пуянлатать. Уяв мероприятине ирттерме кăннакушкисене районти чăваш шкулӗсем (Аслă Ăнă, Пухтел, Çармăс тата Пăхăрçă), Теччӗ хулинчи Ачасене хушма пӗлӳ паракан центр пулăшăва килнӗ. Вӗсенчен кашни хăйӗн шкулӗн презентацине чăвашла ирттерчӗ. Теччӗри ачасене хушма пӗлӳ паракан центр педагогӗ Галина Глотова вара славян пуканисен технологийӗн никӗсӗнче чăваш пуканине хатӗрлемелли мастер-класс та кăтартрӗ. Сăмах май, Галина Геннадьевна пӗлтернӗ тăрăх, Теччӗ хулинче ачасем чăваш пуканине ăсталама питӗ юратаççӗ, ун патне 90 ача таранах çӳрет. Вӗсен аллинче тӗрлӗ тематикăллă чăваш пукани куллен тенӗ пекех çуралать иккен.

 Çапла майпа Кăнна Кушкинчи И. Яковлев юбилейне халалланă мероприяти патриархăн палăкӗ умне чечек хунипе кăна мар, теччӗ чăвашӗсен ыттисенчен уйрăлса тăракан хăйне евӗрлӗхӗпе те асра юлчӗ. Уявра вырăнти шкул, культура ӗçченӗсемсӗр пуçне ахаль ял халăхне те курас килетчӗ, шел те, вӗсем питех курăнмарӗç. Тен, йӗпе-сапана пула çитеймерӗç шкул патне, те ытти сăлтавпа.  Анчах та И. Яковлев юбилейӗ ку мероприятипе кăна вӗçленмест-ха иккен-ха кунта, çулла фольклор ансамблӗсене пуçтарса пысăк уяв ирттерме планланă. Ун чухне ял халăхӗ, çав шутра тӗрлӗ хуласене саланнисем те, уяв тӳремне ятарласах пуçтарăнасса иккӗленместпӗр. ( А. Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить