Елена Тимофеевна НИКИТИНĂНА 70 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!

Хаклă мăшăра, аннене, кукамая, çывăх тăвана, Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче пурăнакан Елена Тимофеевна НИКИТИНĂНА январӗн 29-мӗшӗнче 70 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр! Хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Утас çулу такăр пултăр, пурнăçри кашни самант савăнăçпа тултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ юратнă çыннусенчен ан татăлтăр. Мӗн шухăшлани пурнăçлансах пытăр.
Ак çитрӗ сумлă 70 çулхи юбилей,
Пур кăмăлтан сана халь саламлатпăр.
Хӗвеллӗ пурнăç, сывлăх та телей,
Вăй-хал та ăнăçу чунтан сунатпăр.
Мăшăрӗ Арсентий, хӗрӗ Алина, мăнукӗсем Вячеслав тата Мария, çывăх тăванӗсем.
Нет комментариев