Сувар

г. Казань

16+
Congratulations

Елизавета Тимофеевна ТИМОФЕЕВА – 80 çулта!

28 января 2026, 08:53

56

0

0

Елизавета Тимофеевна ТИМОФЕЕВА  – 80 çулта!

Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗре çуралса ӳснӗ, Алексеевски районӗнчи Ерыкла ялӗнче нумай çул пурăнакан Елизавета Тимофеевна ТИМОФЕЕВА январӗн 28-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ. Хаклă тăванăмăра сумлă юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр – вăрăм ӗмӗр, такăр та лăпкă кун-çул, хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей. Ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр, юратнă мăшăрупа, ачусемпе тата мăнукупа савăнса çӗр çинче нумай-нумай çул ыр курса пурăнмалла пултăр. 

Эс тултартăн сакăр вуннă – 

Санăн сумлă юбилей.

Чӗререн сунатпăр ырлăх, 

Сывлăх, ăнăçу, телей.

Кун-çулу сан вăрăм пултăр, 

Савăн эс кашни кунпа. 

Чун-чӗрӳ хавассăн таптăр – 

Саламлатпăр кăмăлпа.

Никитинсем, Александровсем, Федотовсем.

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев