Галина Петровна ВОЛКОВА 65 çулхи юбилейне паллă тăвать
Раштав уйăхӗн 15-мӗшӗнче Анат Камăри «Тамаша» театрӗн ертӳçи Галина Петровна ВОЛКОВА 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Эпир ăна çак ятпа чун-чӗререн саламлатпăр! Нумай-нумай çул пурăнма хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей сунатпăр. Питӳнтен савăнăç кулли ан кайтăр, ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр.
Çу кунӗ пек ăшă пул,
Кӗрхи кун пек пуян пул,
Хӗл кунӗ пек çирӗп пул,
Çурхи кун пек хитре пул.
Анат Камăри «Чун вӗçевӗ» фонд ӗçченӗсем, «Тамаша» театрпа «Шăнкăрав» ансамбль артисчӗсем.
Нет комментариев