Галина ПИКМУЛЛИНА 60 çул тултарчӗ
Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел ялӗнче пурăнакан Галина Валериановна ПИКМУЛЛИНА июлӗн 10-мӗшӗнче 60 çул тултарать. Хаклă аннене, асаннене, йăмăка, аккана юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Уйăх пек çутă кун-çул, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, куç тулли телей, тус-тăвансемпе шăкăлтатса пурăнма çутă ăраскал сунатпăр. Хастарлăху нихăçан та ан иксӗлтӗр, ӗмӗр сукмакӗ такăр та вăрăм пултăр. Ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр.
Ырлăх курма сывлăх пултăр,
Ӳсӗм тума тӳсӗм пултăр.
Кăмăл уçма кӗмӗл пултăр,
Телей курма тивлет пултăр.
Ăшă салампа ывăлӗсемпе кинӗсем, мăнукӗсем, пӗртăванӗсемпе вӗсен çемйисем.
Нет комментариев