Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Саламланисем

Григорий Кириллович ТИМОФЕЕВа 85 çул тултарнă ятпа саламлатпăр!

05 июля 2024, 12:35

104

0

0

Григорий Кириллович ТИМОФЕЕВа  85 çул  тултарнă ятпа саламлатпăр!

Аксу районӗнчи Çӗньялта çуралса ӳснӗ, нумай çул Алексеевски районӗнчи Ерыкла ялӗнче пурăнакан Григорий Кириллович ТИМОФЕЕВ июлӗн 7-мӗшӗнче 85 çул тултарать.

Хаклă тăванăмăра сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Утас çулу такăр пултăр, пурнăçри кашни самант савăнăçпа тултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ çывăх çыннусенчен ан татăлтăр. Мӗн шухăшлани пурнăçлансах пытăр.

Вăрăм пултăр санăн ӗмӗрӳ,
Таптăр вăй-халу ялан хӗрӳ.
Хурçă евӗр пултăр сывлăху,
Телейпе çуталтăр кун-çулу.
 
Никитинсем, Федотовсем, Александровсем.

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев