Юрий Сергеевич МУТИНА юбилей ячӗпе чӗререн саламлатпăр!
Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксура çуралса ӳснӗ, халӗ тăван ялӗнчи вăтам шкулта директор пулса вăй хуракан, Хулаçырминче пурăнакан хаклă çыннăмăра, юратнă аттене, йыснана Юрий Сергеевич МУТИНА ноябрӗн 14-мӗшӗнче 60 çулхи юбилейне паллă тунă ятпа, çуралнă кунпа, чӗререн саламлатпăр! Пурнăçпа савăнса пурăнма ырлăх-пурлăх, телей, çемьере ăнланупа юрату, вăрăм ӗмӗр, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх сунатпăр!
Юбилейсем татах та пулччăр,
Пуçтарăнасчӗ пӗрре мар тăвансемпе!
Ыр кăмăлтан хисеп туса сунатпăр
Çак тӗнчери мӗнпур лайăххине.
Ачу-пăчу, çемйӳ сана юраттăр,
Мӗн пӳрнине пайлаччăр çурмалла.
Ял-йыш çинче ят-сум сан пысăк,
Хисеп тăваççӗ ватти те кӗçӗнни.
Тăванусем савса киле чӗнеççӗ,
Çӗрле е кăнтăрла – ялан кӗтнӗ хăна!
Ӗмӗрӳ пултăр вăрăм та телейлӗ,
Турри упратăр мӗнпур чир-чӗртен.
Дудоровсем, Трифоновсем, Бердниковсем.
Нет комментариев