Сувар

г. Казань

16+
Congratulations

Иван ЕФРЕМОВПА Валентина АГАПОВАНА 55 çул тултарчӗç

30 апреля 2026, 10:55

129

0

2

Иван ЕФРЕМОВПА Валентина  АГАПОВАНА 55 çул тултарчӗç

Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче çуралса ӳснӗ пирӗн хаклă та юратнă çыннăмăрсене – Иван Яковлевич ЕФРЕМОВПА Валентина Яковлевна АГАПОВАНА – чаплă юбилейпе, 55 çул тултарнă ятпа, пӗтӗм кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр!

Сире çирӗп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр. Ӗмӗтленнисем çитсе пыччăр, пуçланă ӗçсем пурнăçланччăр. Савăнса пурăнăр, кашни кунхи самантшăн хӗпӗртемелле пултăр. Малашне те пархатарлă ӗçлеме вăй-хăват сунатпăр. Çемьере яланах татулăх, килӗшӳ хуçалантăр, çывăх çыннăрсемпе шанчăклă тусăрсем юнашар пулччăр. Ачасемпе ырă курса, савăнса пурăнмалла пултăр. Вӗсем куç тулли телей парнелеччӗр, сăн-питӗр ялан савăнăçпа çиçтӗр. Çӗр çинчи мӗнпур таса, ырă, телей кӳрекенни сирӗнпе пӗр çулпа уттăр. Пирӗн çакăн пек маттур та юратакан çынсем юнашар пулнăшăн эпир телейлӗ.

Нихăçан вăй-хал ан чактăр,

Пулăр сывлăхлă ялан. 

Эпир ăшшăн саламлатпăр

Ыр сунса сире чунтан!

Иванăн мăшăрӗ Елена, пӗртăванӗсем, ачисем тата тăванӗсем.

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев