Любовь Петровна ФИНОГЕНТОВА – 70 çулта!
Самара облаçӗнчи Кушкă районӗнчи Надеждино ялӗнче пурăнакан Любовь Петровна ФИНОГЕНТОВА августăн 17-мӗшӗнче 70 çул тултарать. Хаклă тăванăмăра сумлă юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Кун-çулăн анлă çулӗпе малашне те хастаррăн, мал ӗмӗтпе утма çирӗп сывлăх, таса çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, тулли телей, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Çывăх çыннусен юратăвӗпе тимлӗхне туйса, ачусемпе мăнукусен çитӗнӗвӗсемпе савăнса нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр!
Мӗн сунар сана паян?
Мӗн кирли йăлт пултăр сан:
Иксӗлми вăй-хал, хастарлăх,
Çирӗп сывлăх, ырлăх-пурлăх,
Çемьере ялан татулăх,
Пурнăçу сан пултăр тулăх.
Ăшă салампа Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан тăванӗсем.
Нет комментариев