Людмила Ивановна КРИКОВА 60 çул тултарать
Хисеплӗ çыннăмăра, Тутарстан Республикин сывлăх сыхлавӗн хисеплӗ ӗçченне, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн пайташне, Хусан хулинче пурăнакан ылтăн алăллă маçтăра Людмила Ивановна КРИКОВАНА августăн 1-мӗшӗнче 60 çул тултарнă ятпа – сумлă юбилейпе, хӗрӳллӗн саламлатпăр! Сире çирӗп сывлăх, пурнăçра тулли телей, çемьере юратупа килӗшӳ, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Эсир пурришӗн эпир чунтан савăнатпăр, сирӗнпе мăнаçланатпăр. Кашни кун хӗвеллӗ те ырă пултăр, юратнă çынсем ялан çумра пулччăр, мӗн ӗмӗтленни пурнăçлантăр.
Чун-чӗререн юратса,
Хисеп туса, савăнса
Саламлас килет сире,
Сунас килет ыррине.
Пултăр пурнăç пыл та çу,
Хуйхă ирттӗр айккипе.
Пурăнăр нумай çулсем
Тус-тăванпа савăнса!
ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн правленийӗ.
Нет комментариев