Мария Дмитриевна ХОХЛОВА 90 çул тултарчӗ
Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗ, 1957 çулта Çӗньялти А.А.Хохлова качча тухса унта пурăннă, 1973 çултанпа Хусанта пурăнакан хаклă анне, кукамай, мăн кукамай Мария Дмитриевна ХОХЛОВА майăн 2-мӗшӗнче 90 çул тултарчӗ. Мария Дмитриевна ача садӗнче воспитательте, заведующире ӗçленӗ, нумай çул шкулта ачасене вӗрентнӗ, РОНОра тăрăшнă. Икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Юратнă аннемӗр 85 çула çитиччен ӗçлеме пăрахмарӗ. Мăшăрӗ вилнӗ хыççăн нумай çултан вăл республикăри мухтавлă прокурора Н.В.Патшина качча тухрӗ. Шел, иккӗмӗш мăшăрӗпе 9 çул кăна пӗрле савăнса пурăнайрӗç – Николай Владимирович яланлăхах куçне хупрӗ.
Аннемӗр питӗ илемлӗ, ӗçчен, ăслă, ырă кăмăллă, тӗрӗслӗхе юратакан çын. Хаклă çыннăмăра сумлă юбилейпе чун-чӗререн саламлатпăр! Чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, куç тулли телей, çемйӳпе, тăвансемпе шăкăлтатса пурăнма çутă ăраскал сунатпăр. Çакă çутă тӗнчере пире савăнтарса нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр. Ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр!
Ăшă салампа хӗрӗсем, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем тата тăванӗсем.
Нет комментариев