Марина Михайловна ЮРКИНА 50 çул тултарчӗ

Пӑва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурӑнакан Марина Михайловна ЮРКИНА çӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 50 çул тултарчӗ. Юратнӑ мăшăра, аннене, аппана, кине юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр! Çирӗп сывлӑх, телей, тулӑх пурнӑç, пархатарлӑ кун-çул, çӑлкуç пек тапса тӑракан вӑй-хал, ӑнӑçу сунатпӑр. Эпир санпа мухтанатпӑр, эсӗ пирӗншӗн ылтӑнран та хаклӑ. Пире чун парса тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстернӗшӗн, ӑс панӑшӑн çӗре çити пуç таятпӑр.
Сан сывлӑху тӗреклӗ пултӑр,
Çӑлкуç пек тӑтӑр вӑл тапса.
Телей хӗвелӗ саншӑн çунтӑр,
Çапла калатпӑр ыр сунса.
Мӑшӑрӗ, хӗрӗпе ывӑлӗ тата ытти çывӑх тӑванӗсем.
Нет комментариев