Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Саламланисем

Михаил Тимофеевичпа Раиса Валериевна ЮРКИНСЕМ 55 çул пӗрле!

05 июля 2024, 12:32

137

0

0

Михаил Тимофеевичпа Раиса Валериевна ЮРКИНСЕМ  55 çул пӗрле!

Пăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевичпа Раиса Валериевна ЮРКИНСЕМ июлӗн 7-мӗшӗнче  55 çул пӗрле пурăннине паллă тăваççӗ.

Аннепе аттене, кукамайпа кукаçие, асаннепе асаттене, пăянампа хуньăма таса та çирӗп сывлăх, чун лăпкăлăхӗпе канăçлăх сунатпăр. Ӗмӗрӗрсем вăрăм пулччăр, ял-йыш сума сутăр. Малашне те тăван кил ăшшине упрама, ачасен ырлăхне курма сунатпăр. Тата нумай çул пӗр-пӗрне хакласа, хисеплесе пурăнмалла пултăр. Ирсерен телейлӗ те хӗвеллӗ пултăр, кунсем уяр пулччăр. Сирӗн тавра лайăх çынсем çеç пулччăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе, пурнăç илемӗпе савăнса, çывăх çынсен ăшшипе киленсе, ырă курса пурăнмалла пултăр. Пархатарлă кун-çул, канлӗ ватлăх сунатпăр. Кашни кун сирӗн савăнăçпа пуçлантăр. Ӳстернӗшӗн, юратнăшăн, çын тунăшăн, вырăнлă канашсем панăшăн чунтан тав тăватпăр.

Саламлакансем: хӗрӗсемпе ывăлӗсем, кӗрӳшӗсемпе кинӗсем, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем тата йышлă тăванӗсем.
 

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев