Олимпиада Федоровна ЛЕОНТЬЕВĂНА çуралнă кун ячӗпе саламлатпăр
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Олимпиада Федоровна ЛЕОНТЬЕВĂНА çуралнă кун ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Кун-çулăн анлă сукмакӗпе малашне те вашаватлăн, мал ӗмӗтпе утма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Пурнăçу ялан ăнса пытăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ хăвна юратакан çынсенчен ан татăлтăр. Чунупа ялан çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр тата нумай-нумай çул пурăн.
Вăрăм ӗмӗрлӗ пул эс, аннеçӗм,
Ыррине ан шеллетӗр Турри.
Сывлăх пултăр çулсем иртнӗçемӗн,
Кӳрет савăнăç Эсӗ пурри!
Мăшăрӗ, ывăлӗпе кинӗ, хӗрӗпе кӗрӳшӗ, мăнукӗсем.
Нет комментариев