Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Саламланисем

Пётр Александровичпа Наталья Ивановна МАРКОВСЕНЕ ылтӑн туй ячӗпе саламлатпӑр!

18 октября 2024, 10:34

59

0

0

Пётр Александровичпа Наталья Ивановна МАРКОВСЕНЕ ылтӑн туй ячӗпе  саламлатпӑр!

Аксу районӗнчи Унтакшӑ ялӗнче пурӑнакан Пётр Александровичпа Наталья Ивановна МАРКОВСЕНЕ ылтӑн туй ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр! Ырлӑх-сывлӑх, телей, ӑнӑçу, нумай-нумай çул алла-аллӑн тытӑнса  малалла утма сунатпӑр.

Сирӗн пурнӑç – пирӗншӗн ыр тӗслӗх,

Ӑмсанатпӑр чӗререн сире.

Çут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ

Çӳçӗрсем çинче выртать тӗтре.

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,

Йышӑнсамӑр тӑван ачӑрсен саламне.

Сиртен хаклӑ çынсем урӑх çук тӗнчере,

Сирӗн çутӑ сӑнарӑр пирӗн чун-чӗрере.

Тата пирӗн юратнă аттен çуралнӑ кун паян – чун-чӗререн саламлатпӑр! Сывлӑх, телей, вăрăм ӗмӗр сунатпӑр.

Хӗрӗсемпе ывӑлӗсем, кинӗсемпе кӗрӳшӗсем, мӑнукӗсем тата кӗçӗн мӑнукӗсем.

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев