Пётр Николаевич НИКИТИН 75 çул тултарчĕ!
Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан юратнă мăшăр, атте, кукаçи, асатте Пётр Николаевич НИКИТИН августăн 26-мӗшӗнче 75 çул тултарать. Хаклă çыннăмăра çывхарса килекен сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Эс пурришӗн Турра тав тăватпăр, çӗре çити пуç таятпăр. Сывлăху юман пек çирӗп, кун-çулу уй-хир пек аслă, вăрман пек пуян пултăр. Çул мӗнле вăрăм, ӗмӗрӳ те çапла вăрăм, çутă та такăр пултăр. Эпир сана питӗ юрататпăр, пире савăнтарса тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр.
Телейӳ пултăр иксӗлми,
Чи хакли – сывлăхлă пулни.
Çӗр çул сунатпăр пурăнма –
Тăвансемпе пӗрле пулма.
Мăшăрӗ, ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗпе кӗрӳшӗ, мăнукӗсем.
Нет комментариев