Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Саламланисем

Раиса Кузьминична КВАКОВА 85 çулта!

12 февраля 2024, 09:08

62

0

0

Раиса Кузьминична КВАКОВА  85 çулта!

Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче пурăнакан Раиса Кузьминична КВАКОВА февралӗн 11-мӗшӗнче 85 çул тултарать. Çамрăклах вунă ачапа аттерен тăрса юлтăн, çапах пуçна усмарăн. Пире ура çине тăратса çын тăвас тесе ырми-канми ӗçлерӗн. «Пурăнма, ӗçлеме ан ӳркенӗр», — тет вăл ялан. Мӗн пӗчӗкрен пире — 5 ывăлпа 5 хӗрне — ӗçе хăнăхтарнă, тирпее вӗрентнӗ.

Хаклă аннене, асаннене, кукамая сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн юратса ăшшăн саламлатпăр! Тӗнчере мӗнпур ыррине сунатпăр: çăлкуç таппиллӗ иксӗлми телей, вăрăм ӗмӗр, çирӗп сывлăх. Тавах сана пире кун çути парнелесе, чунна парса, тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстернӗшӗн, ăс панăшăн, пурнăç çулӗ çине тăратнăшăн çӗре çити пуç таятпăр!

Ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем,12 мăнукӗ, 8 кӗçӗн мăнукӗ.

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев