Вячеслав Степанович НИКИФОРОВА 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
Тӗнчери чи хаклă çыннăмăра, мăшăра, юратнă аттене, кукаçие, асаттене Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Вячеслав Степанович НИКИФОРОВА августăн 28-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр! Юбилейпе чысласа пуриншӗн те тав тăватпăр – пурнăçра тӗрев пулнăшăн, ӳстернӗшӗн, йывăр вăхăтра сăмахпа та, ӗçпе те пулăшнăшăн. Пурнăçу санăн хӗвеллӗ те çутă, сывлăху хурçăран та çирӗп, ӗмӗрӳ вăрăм та телейлӗ пултăр. Эс пурри пирӗншӗн чи пысăк телей!
Мӗн парнелер-ши, мӗн сунар-ши,
Çак сумлă юбилейпе сана?
Тӗнчери чи хаклине тупса килер-и?
Эс тивӗçлӗ чи ыррине кăна.
Ӳстернӗшӗн, çын тунăшăн калатпăр
Чӗресенчи чи хаклă сăмаха,
Юбилейпе чунтан-вартан сунатпăр –
Эс пурăн-ха пире савăнтарса!
Мăшăрӗ, хӗрӗпе кӗрӗвӗ, ывăлӗсемпе кинӗсем мăнукӗсем тата çывăх тăванӗсем.
Нет комментариев