Владимир Павлович ЕГОРОВа 65 çул тултарнă ятпа саламлатпăр
Тутарстанри паллă чăваш композиторӗ, нумай юрă авторӗ, пысăк стажлă педагог, Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Владимир Павлович ЕГОРОВ паян, мартăн 16-мӗшӗнче, 65 çул тултарчӗ.
Хисеплӗ Владимир Павлович! Сире юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Эсир пирӗншӗн яланах ырă тӗслӗх. Нумай ачаллă çемьере çуралса эсир мӗн ачаран ӗçе хăнăхса ӳснӗ, профессире чи çӳллӗ шая çити хăпарнă. Паян сирӗн ятăра районпа республикăра кăна мар, ытти регионсенче те аван пӗлеççӗ. Чăвашла, вырăсла тата тутарла 300 ытла юрă çырнă талантлă педагог, РФ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ эсир миçе ăрăва музыкăна вӗрентрӗр. Сирӗн музыка пӗлӗвӗ парас авторла программăна республика шайӗнче ырласа йышăннă, вӗренекенӗрсем паян паллă коллективсене ертсе пыраççӗ. Çакă сирӗн наци культурин аталанăвне хывнă пысăк тӳпе. Эсир ачасене нотăсем кăна мар, туйма, хаклама, йăла-йӗркене упрама вӗрентетӗр.
Сире çирӗп сывлăх, çӗнӗ юрă-кӗвӗ çырма иксӗлми хавхалану сунатпăр. Вӗренекенсемпе, пӗр шухăшлă çынсемпе тӗл пулнă кашни кун савăнăç кӳтӗр сире. Ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр сире!
Чунтан мăнаçланса тата хисеплесе ентешӗсем, вӗренекенӗсем, Саврăшпуç ялӗн библиотеки, «Кто, если не мы!» волонтерсен ушкăнӗ.
Нет комментариев