Сувар

г. Казань

16+
Congratulations

Владимирпа Лидия ОХОТНИКОВСЕНЕ çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнӗ ятпа саламлатпӑр!

23 января 2026, 12:09

53

0

0

Владимирпа Лидия ОХОТНИКОВСЕНЕ çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнӗ ятпа саламлатпӑр!

Хаклă çыннăмăрсене – Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан Владимир Леонтьевичпа Лидия Ивановна ОХОТНИКОВСЕНЕ çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнӗ ятпа – бриллиант туйпа – ăшшăн саламлатпăр! Иксӗре те хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, канлӗ ватлăх, пурнăçăн анлă çулӗпе тата нумай-нумай çул чирлемесӗр хавхаланса утма, пире нумай-нумай çул савăнтарса пурăнма вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Сирӗн куçăрсем телейпе çуталччăр, ӗмӗтӗрсем пурнăçа кӗрсех пыччăр. Пурнăçăр ялан ăнса пытăр, сӗтелӗр çăкăр-тăварпа тулăх пултăр, кӗрекӗр çывăх çыннăрсемпе тăванăрсенчен ан татăлтăр. Чунăрпа яланах  çамрăк пулăр. Эпир сире питӗ-питӗ юрататпăр, хаклă аттепе анне!

Пурнăç çулӗпе эсир утатăр

Акă ӗнтӗ 60 çул пӗрле. 

Пӗр-пӗрне ӗлӗкхиллех саватăр,

Пӗр-пӗриншӗн халӗ те тӗрек.

Аттепе аннемӗр, саламлатпăр

Эпир бриллиант туйпа сире.

Нумай-нумай çул сире сунатпăр,

Савăнтарса пурăнăр пире.

Ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗпе кӗрӳшӗ тата мăнукӗсем.

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев