Зинаида Даниловна КОНОНОВА 80 çул тултарчӗ
Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче пурăнакан Зинаида Даниловна КОНОНОВА январӗн 27-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ. Юратнă аннене, кукамая, асаннене çак сумлă юбилейпе чун-чӗререн ăшшăн саламлатпăр! Нихăçан та хавшами çирӗп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, иксӗлми телей, пархатарлă кун-çул, канлӗ ватлăх, пирӗн тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăнма сунатпăр. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ӗмӗр-ӗмӗр курмалла пултăр.
Телейлӗ пул эс ӗмӗрех,
Хаваслă кулă çиçтӗрех.
Шав чӗнтӗр пурнăç малалла –
Çитме сунатпăр 100 çула.
Саламлакансем: ывăлӗсем, хӗрӗсем, кинӗсем, кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем.
Нет комментариев