Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский)

Амстердамран ылтăн медальпе таварăннă

Коммунистсем пулнă пулсан ăна асăну хăми мар, палăк лартнă пулӗччӗç

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Тутарстанри Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче ял кунне ирттернӗ май, Никифор Охотниковăн асăнӳ хăмине уçрӗç.

Вăл 1860 çулта çуралнă. Чӗмӗрти чăваш шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан Чӗмпӗрти гимназире вӗреннӗ. Унăн репетиторӗ Владимир Ульянов пулнă. Владимир Ильичпа Никифор Михайловича Иван Яковлевич Яковлев паллаштарнă. Пӗр авкă вăхăт Охотников Чистай уесӗнчи Сӗнчел шкулӗнче ӗçленӗ. 1888-92 çулсенче чăваш çамрăкӗ Хусан университечӗн математика факультетӗнче вӗреннӗ. 1889 çулта Хусанти земствон учительсен шкулӗнче чăваш чӗлхине вӗрентнӗ. Пултаруллă чăваша Хусанта асăрхаççӗ. Вăл математика тӗпчевӗсене ирттернӗ çӗре хутшăнать, Хусан университетӗнчи естествоиспытательсен пӗрлешӗвӗне кӗрет. 1890 çулта Амстердамра иртнӗ физиксемпе астрономсен халăхсем хушшинчи конгресӗнче хутшăнать. Унăн конкурс ӗçӗ ылтăн медале тивӗçет. Яковлев хистенипе Охотникова чăваш, крешӗн шкулӗсем валли кӗнекесем хатӗрленӗ çӗре явăçтараççӗ. Вăл чăваш тата тутар чӗлхисене тӗнпе кăмăл-сипет тытăмӗллӗ брошюрăсем куçарать. Чăвашсем çинчен те çырать. «Чăваш хăйне воспитани пани çинчен çырни», «Атăлçи чăвашӗсем» энографи очеркӗ хатӗрлет. В.Магницкийпе пӗрле «Атăл тăрăхӗнчи хуласемпе ялсем» кӗнекен иккӗмӗш томӗ валли материал пухать. 1890 çулта вăл Хусанти наукăпа промышленноç куравӗ валли чăваш халăх музыка инструменчӗсене пуçтарса пани паллă.

Шел пулин те Никифор Охотников 32 çул тултарсан чирлесе вилет. Ун ячӗпе Шупашкарти урам ятне панă.

Ял чăннипе те хăйӗн паллă çыннипе мăнаçланать, ăна сума сăвать. Коммунизм влаçӗ малалла та тăсăлнă пулсан, ăна, тен, палăк та лартнă пулӗччӗç. Анчах паян урамра урăх çилсем вӗреççӗ. Çапах Охотников пӗлӳ патне еплерех туртăнни тата наукăра çитӗнӳсем туни ӳсекен ăрăва хавхалантармаллах тесе шутлатпăр.(В.Охотников ярса панă сăнӳкерчӗк)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России Чуваши Татарстана общество чуваши чăвашсем чуашлар