Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Акрелӗнче пограничниксем асăну хăми уçрӗç

100 тултарчӗ çӗршывăн пограничник çарӗ. Ăна пысăк хуласенче кăна мар, пӗчӗк ялсенче те паллă тумасăр хăвармарӗç. Çарăмсан районӗнче те асра юлмалли кун пулчӗ вăл.

Çарта пулнă кунсем студент çулӗсем пекех, ӗмӗрлӗхе асра. Тен, çавăнпах пуль арçын виличчен те десантник, пограничник е ытти çар çынни пулма пăрахмасть. Паян Раççейре пограничниксем хăйсен уявне паллă турӗç. 100 тултарчӗ çӗршывăн пограничник çарӗ.  Çарăмсан районӗнче те асра юлмалли кун пулчӗ вăл.

Элмет хулипе районӗн тӗрлӗ вăрçа хутшăннă ветеранӗсен обществăлла организацийӗн председателӗ, запасри пограничник, Акрельте çуралса ӳснӗ Сергей Евлеев пуçарăвӗпе ял варринчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк территорийӗнче пограничник юпипе асăну хăми уçрӗç. Çак пархатарлă ӗçе Акрелӗнчи запасри пограничниксем йăлтах хăйсен шучӗпе турӗç.

Пограничник юпипе асăну хăмине уçас мешехене Элмет, Лениногорск хулин представителӗсем тата Федерацин Атăлçи округӗнчи ветерансен обществăлла организацийӗн председателӗ, Çырчалли хулинче пурăнакан полковник Рафаэль Загидуллин, ял çыннисем, шкул ачисем хутшăнчӗç.

Юпапа асăну хăмине лартма хастар хутшăннă запасри пограничниксене Ветерансен обществăлла организацийӗн медалӗпе тата Хисеп хучӗсемпе чысларӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана