Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Çарăмсан Уяв ялавне йышăнма та хатӗр

Çапла çарăмсансен суха уявӗнче Аксу, Элмет, Нурлат, Элкел, Спас, Лениногорск, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи чăваш ансамблӗсем килсе юрларӗç. Самар облаçӗнчи Шунтал тата Чаллăпуç районӗсенчен те пурччӗ хăнасем, Челябинскран, Комирен те килнӗччӗ.

Çарăмсан районӗ хăйӗн иккӗмӗш Акатуйне пӗлтӗрхинчен те тӗплӗнрех хатӗрленнине уяв лапамне кӗнӗ чухнех палăртрăмăр. Усламçăсем палаткисене вăрăм урам пек ларса тухнă, унта ирех шавлă суту-илӳ пырать. Илемлӗ каллиграфи саспаллийӗсемпе «АКАТУЙ» тесе çырнă пысăк плакат хăйӗн хӗрлӗ-сарă тӗсӗсемпе инçетрен илӗртсе тăрать, чӗнет.

Кăçал чăвашсеннисемсӗр пуçне вырăс, тутар, мăкшă «кил-çурчӗсем» те пурччӗ Акатуйра, ытти районсенчен килнӗ фольклор ансамблӗсем те йышлăччӗ. Çапла çарăмсансен суха уявӗнче Аксу, Элмет, Нурлат, Элкел, Спас, Лениногорск, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи чăваш ансамблӗсем килсе юрларӗç. Самар облаçӗнчи Шунтал тата Чаллăпуç районӗсенчен те пурччӗ хăнасем, Челябинскран, Комирен те килнӗччӗ. Шупашкарти паллă эстрадăпа фольклор ансамблӗ те савăнтарчӗ Акатуя хутшăнакансене.

Малтан çарăмсансем Акатуй йăлине илемлӗн кăтартса пачӗç. Унтан ансамбльсен парачӗ пулчӗ. Пуринчен те йышли – çарăмсансен «çарӗччӗ-тӗр». Районти культура управленийӗн пуçлăхӗ Ольга Маркова каланă тăрăх, вырăнти клубсенче 300 ытла çын ӗçлет, вӗсемпе кирек мӗнле уяв та ирттерме пулать, çав шутра республика шайӗнчине те. Хальхи вăхăтра Нурлатри «Уява» урăх района куçарас пек калаçаççӗ. Ольга Владимировна сăмахӗсемпе, çарăмсансем уяв ялавне йышăнма  хатӗррине пӗлтерчӗ.

Акатуя хутшăнакансене Çарăмсан муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Фердинат Давлетшин, ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен  министрӗ Константин Яковлев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Констанин Малышев саламларӗç. Вӗсем ял хуçалăх ӗçченӗсене наградăлас церемоние хутшăнчӗç. Çӗр ӗçӗнче тата вылăх-чӗрлӗх пăхассинче çитӗнӳсем тунă çынсене хаклă парнесем парса чысларӗç Акатуйра. Яланхи пекех вăйăсемпе ăмăртусене аслисем те, ачасем те хаваспах хутшăнчӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана