Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Лагеркăсен çӗнӗ хăта юрри 11 балл пухнă

Пӗлтӗр кӗркунне октябрь уйăхӗнче Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел, Акрель тата Лагерка ялӗсене чăваш нацирадио ятарласах авалхи чăваш юррисене çыртарма килнӗ. Çавăн чухне çарăмсансем пуçласа илтнӗ те «Иксӗлми çăлкуçсем» фольклор ушкăнӗсен радиоконкурсӗ пирки. Хутшăнма сӗнсен вара тӳрех репетицисене пуçăннă. «Чăвашрадио ӗçченӗсем пӗлтӗр октябрьте пирӗн патра рет юррисенчен Çăварни юррине çыртарса кайрӗç....

Пӗлтӗр кӗркунне октябрь уйăхӗнче Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел, Акрель тата Лагерка ялӗсене чăваш нацирадио ятарласах авалхи чăваш юррисене çыртарма килнӗ. Çавăн чухне çарăмсансем пуçласа илтнӗ те «Иксӗлми çăлкуçсем» фольклор ушкăнӗсен радиоконкурсӗ пирки. Хутшăнма сӗнсен вара тӳрех репетицисене пуçăннă.

«Чăвашрадио ӗçченӗсем пӗлтӗр октябрьте пирӗн патра рет юррисенчен Çăварни юррине çыртарса кайрӗç. Унтан çӗнӗ хăта юррине юрласа патăмăр. Çӗнтереетре, çук-и радиоконкурса пурпӗр хутшăнăр тесе йыхăрчӗç, - пӗлтерчӗ Лагерка Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Зоя Ивановна Ларионова радиоконкурса хăйсем мӗнле лекни пирки.

Аса илтеретпӗр, Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменӗнче февралӗн 3-мӗшӗнче иртнӗ «Иксӗлми çăлкуçсем» радиоконкурсăн финалне Çарăмсан районӗнчен харăсах виçӗ ансамбль кайрӗ. Тăваттăмӗш хут иртекен конкурса Чăваш Ен, Пушкăртстан республикисенчен, Оренбург облаçӗнчен тата Тутарстанран пурӗ 23 фольклор ансамблӗ хутшăнчӗ. Акрелти «Çăлкуç» ансамбль иккӗмӗш вырăна тухса дипломпа таврăнчӗ. Лагерккăри «Шăнкăрав» ансамбль те конкурсра хăйӗн пултарулăхне Чăваш Енри фольклор ушкăнӗпе тупăшса кăтартрӗ. Малти вырăнсенех йышăнаймарӗ пулин те, тулли кăмăл-туйăмпа таврăнчӗ. Çакăн пек шайри пӗрремӗш радиоконкурс пулчӗ вăл вӗсемшӗн. Çӗнӗ хăта юррипе Чăваш Енри пӗр фольклор ушкăнӗпе тупăшса лагеркăсем 11 балл (чăвашенсем -15) пухнă.

«Хамăр патра юрăсене çыртарнă чухне карчăксене йыхăртăм. Вӗсемпе пӗрре те репетици туман, çавăнпа ун чух пит мухтавлах пулаймарӗ. Конкурсра çав тери лайăх пулса тухрӗ. Пăшăрханан, кулянан ӗнтӗ, кун пек конкурссене тухса курман вӗт-ха. Нумай хатӗрлентӗмӗр. Тухса тăтăмăр та, залра пирӗн сасă ян каять. Пӗр енчен сцена çине юрласа кӗтӗмӗр те тепӗр енчен тухрăмăр. Итлесе ларнă пӗчӗк хӗрачасем ах хитре юрларăр та теççӗ пире. Çав тери кăмăла кайрӗ радиоконкурс. Унти фольклор ушкăнӗсене куртăмăр, хамăра кăтартрăмăр. Пирӗн кăтартмалли çав тери нумай.

Çавăн пек конкурс, ман шутпа, питӗ кирлӗ япала, мӗншӗн тесен çамрăксем ӗлкӗхи юрăсене, йăласене пӗлмеççӗ. Фольклор ушкăнӗсенче пӗтӗмпех тенӗ пекех ватăсем, çамрăксем сахал. Манăн çак ӗçе çав тери çамрăксене явăçтарас килет, манăçа ан тухчăрччӗ пирӗн юрăсем», - терӗ Зоя Ивановна асра юлнă самантсене аса илсе.

Шăнкăравсем хăйсем малти вырăна йышăнма шанăçа çухатмаççӗ-ха, радиоконкурса тепре чӗнсен каятпăрах теççӗ. Палăртса хăварам, Çарăмсан чăвашӗсене ку конкурса кайма район автобус уйăрнă. Вӗсем кун пек пулăшушăн район пуçлăхӗсене тав тăваççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев