Мăн асаттесен йăли 9-мӗш айфон ӗмӗрӗнче те чысра
Вырăс Троицин хăйӗн кăсăкӗ пур. Ун вăййисене хутшăнакансем типӗ милӗкпе çапăнаççӗ, хурăн тураттисем çине тӗрлӗ тӗслӗ хăюсем çыхаççӗ, ташласа савăнаççӗ...
Аксу районӗнче таса вырăс ялӗсем нумаях мар, çапах хутăш ялсем çителӗклех пухăнаççӗ. Уяв тумалăх çитет. Троица кунӗ районти Анат Паланлă ялӗнче йăлари «Троица вăййисем» уяв иртет. Ăна çак ялта ирттерме тытăнни кăçал 20 çул çитет. Çавăнпа та юбилейлă Троица уявне Кивӗ Мăкшелӗнче (кунти чиркӳ чаплăрах пулнипе-и) анлăрах ирттерме шут тытнă пуçлăхсем. Пысăк хăнасем те сахалăн килмен уява. Сцена çине РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ф.Сибагатуллин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Т.Хадеев, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Д.Самаренкин, «КАМАЗ» ПАО генеральнăй директорӗн канашçи А.Самаренкин, Аксу районӗн пуçлăхӗ К.Гилманов, районти протоиерей Александр тухрӗç. Пухăннă халăха вӗсем уяв ячӗпе саламларӗç, хăйсен кăмăл-туйăмне пӗлтерчӗç. Çак уявăн авторне, районти Культура керменӗн директорӗ пулса ӗçлекен О.Копаневăна ТР Патшалăх Канашӗн Тав çырăвне парса чысларӗç.
Сцена çинчен Ф.Сибагатуллин каланă сăмахсем уйрăмах асра юлчӗç. Вăл халăх уявӗпе саламланă май наци республикисенче тăван чӗлхене вӗрентес проблема çинчен те хăйӗн шухăшне каларӗ. Ыйту питӗ çивӗч тăрать. Нурлат районӗнчи чăваш ялӗсенче пурăнакансем çырав вăхăтӗнче хăйсене вырăс тесе çыртарнине те асăнчӗ депутат, Аслă Сӗнчелӗнчи шкулта воспитани ӗçне чăвашла илсе пынине тӗслӗхе тăратрӗ. «Халăхсем тăван чӗлхисене упраса хăварас тесен, пӗр-пӗринчен вӗренмелле. Çакна килӗшӳре кăна тума пулать. Аксу районӗ чи туслă район!» – пӗтӗмлетрӗ вăл.Çак сăмахсене тӳрре кăларса тейӗн, вырăс йăлине ирттерес ӗçе чăвашсем питӗ нумайăн хутшăнчӗç, ытти халăх çыннисем те пурччӗ. Вӗсем ăна тиркеменни, хăйсенни пек йышăнни пӗлтерӗшлӗ-тӗр кунта.
Ирхи кӗлӗрен тухсан уява çамрăк хурăн йывăççи тавра ирттереççӗ. Ун тӗпне вырăс халăх тумне тăхăннă çара уран хӗрсем савăчӗ-савăчӗпе тӗрлӗрен кукăльсем, сăрланă çăмартасем хураççӗ. Ăшаланă çăмартапа уява килнӗ çынсене хăналаççӗ. Виçӗ кӗрперен пӗçернӗ пăтă та хатӗр, сăмавар та вӗрет. Çакă йăлтах халăх юрри-ташшипе саплашăнса пырать. Сисместӗн те – эсӗ уяв картинче иккен. Çынсем хăйсем кăна пӗлекен хусканусем тăваççӗ. Çак уява пӗрремӗш хут килекен çыншăн тӗлӗнтермӗш ӗнтӗ. Хуларан килнӗ хăш-пӗр çамрăкăн куçӗсем алчăраса кайнине те асăрхарăмăр. Хальхи, 5G хăвачӗллӗ интернет сарăлма пуçланă, 9-мӗш айфон тухма хатӗрленнӗ вăхăтра ял çыннисем мăн аслашшӗ-асламăшӗсем пуçланă йăласене çапларах тытса пынине тата ăçта куратăн? Пурнăç малалла чӗнет, унăн васкавлă уттине чараймăн. Кӗсьесенче калаçакан, кăтартакан, ӳкерекен, çыракан кнопкăсăр «телевизорсем» чиксе çӳрӗпӗр тесе 10 çул каялла эпир те шутлама пултарайман. Çӗнӗлле аталанни аван, анчах та хăйӗн авалхи йăлисене пăхăнса пынă вăхăтра – ватă халăх та пурăнать. Ав, Çимӗкех илӗр. Атте-анне йăли мар-и çак? Çавă. Унта инçетри хуласене саланнă ял-йыш та персе çитет пулсан, чи вăйлă йăла-йӗркесенчен пӗри вăл. Эпир камсен тӗпренчӗкӗсем пулнине манма паманни.
Вырăс Троицин хăйӗн кăсăкӗ пур. Ун вăййисене хутшăнакансем типӗ милӗкпе çапăнаççӗ, хурăн тураттисем çине тӗрлӗ тӗслӗ хăюсем çыхаççӗ, ташласа савăнаççӗ. Юлашкинчен çав илемлетнӗ хурăнпа унка тăрса сывпуллашаççӗ. Çарран утакан хӗрсем ăна кӗпер çинчен пуç кăшăлӗсемпе пӗрле çырмана ывăтаççӗ. Чир-чӗр кайтăр тесе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев