Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Ӗне сума та теори пӗлмелле

Республикăн 43 районӗнчен 44 çын хутшăннă конкурса. Дояркăсем ӗне сумалли аппарата хăвăрт тата тӗрӗс пуçтарас, сăвас технологие еплерех пӗлни енӗпе ăмăртнă, сăвăма ӳстерессипе çыхăннă теорилле ыйтусем çине хуравланă. – Паллах, хумханмасăр пулмасть ӗнтӗ çӳллӗ шайри конкурсра. Çапах та тăрăшрăм. Хамăр комбинатра епле ӗçлеме хăнăхнă, çапла хăвăрт пурнăçларăм мӗн кирлине. Ыйтусем çине хам пӗлнӗ пек хуравларăм. Çӗнтеретӗп тесе шутламан та... 2-мӗш вырăн маншăн пысăк кӗтменлӗх пулчӗ, – каласа парать Вера Васильевна.

Иртнӗ эрнере Лайăш районӗнче иртнӗ Атăлçири чи пысăк «Уй-хир кунӗ – 2019» ял хуçалăх куравӗнче машинăпа ӗне сăвакансен республикăри 46-мӗш конкурсӗн çӗнтерӳçисене те чысларӗç. Вӗсен йышӗнче хамăр йăхташăмăрсем те пуррине пӗлтерме çав тери кăмăллă. Ак, тӗслӗхрен, Аксу районӗнчи «Аксу Агро» тулли мар яваплăхлă обществăн доярки Вера Саперова 2-мӗш вырăнпа таврăнчӗ республика конкурсӗнчен.

Республикăн 43 районӗнчен 44 çын хутшăннă конкурса. Дояркăсем ӗне сумалли аппарата хăвăрт тата тӗрӗс пуçтарас, сăвас технологие еплерех пӗлни енӗпе ăмăртнă, сăвăма ӳстерессипе çыхăннă теорилле ыйтусем çине хуравланă.

– Паллах, хумханмасăр пулмасть ӗнтӗ çӳллӗ шайри конкурсра. Çапах та тăрăшрăм. Хамăр комбинатра епле ӗçлеме хăнăхнă, çапла хăвăрт пурнăçларăм мӗн кирлине. Ыйтусем çине хам пӗлнӗ пек хуравларăм. Çӗнтеретӗп тесе шутламан та... 2-мӗш вырăн маншăн пысăк кӗтменлӗх пулчӗ, – каласа парать Вера Васильевна.

В.Саперова «Аксу Агро» тулли мар яваплăхлă обществăн сӗт комплексӗнче пилӗк çула яхăн ӗçлет. Вăл Кивӗ Илтрекьелӗнче çуралса ӳснӗ, унтах пурăнать. Çемьеллӗ, мăшăрӗпе пӗрле хӗрпе ывăл ӳстереççӗ. Шкул хыççăн физкультура енӗпе техникум пӗтернӗ. Анчах профессипе ӗçе вырнаçма май килмен. Пӗр вăхăт поварта вăй хунă, унтан ăна выльăх-чӗрлӗхпе ӗçлеме чӗннӗ. Ӗçрен хăраман хӗрарăмăн аллинче кирек мӗнле ӗç те вӗресе кăна тăрать.

Республика конкурсӗнче çӗнтернӗшӗн Вера Саперовăна кӗпе çумалли машина парнеленӗ.

– Шăп вăхăтлă. Хамăрăн кивелсе çитнӗччӗ ӗнтӗ, улăштарасшăнччӗ, – кăмăллăн йăл кулать ăста доярка.

Ентешӗмӗре малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗ.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство