Пӗр сăвăшăн çавăнта çити?!
Пултарулăх çыннисене питӗ хӗрхенетӗп. Уйрăмах чăвашла сăвă çыракансене. Хаçатсенче вӗсене пичетлесшӗнех мар, журналсенче - хăвăн черетне кӗтсе ывăнатăн. Патшалăх издательстви сăвă кӗнекисем кăларасшăнах мар - туянакан çук тесе сăлтавлать. Творчество текенни вара шалтан тула тухасшăн пулсан мӗн тумалла-ха вӗсен? Тытăнаççӗ вара хăйсем тӗллӗн спонсорсем е, каçарăр, (чăвашла çыракансем ытларах аслă...
Пултарулăх çыннисене питӗ хӗрхенетӗп. Уйрăмах чăвашла сăвă çыракансене. Хаçатсенче вӗсене пичетлесшӗнех мар, журналсенче - хăвăн черетне кӗтсе ывăнатăн. Патшалăх издательстви сăвă кӗнекисем кăларасшăнах мар - туянакан çук тесе сăлтавлать. Творчество текенни вара шалтан тула тухасшăн пулсан мӗн тумалла-ха вӗсен? Тытăнаççӗ вара хăйсем тӗллӗн спонсорсем е, каçарăр, (чăвашла çыракансем ытларах аслă çулти çынсем пулнипе çапла çыратăп) пенсине пуçтаркаласа, 100-200-шер экземплярлăх (хуть) кӗнекесем кăларма...
Çапах, чунӗсене уçма, вӗсем валли те уявсем пулкалаççӗ. Ку вăл халăх поэчӗсен юбилейӗсем. Акă, тӗслӗхрен, ӗнер кăна-ха Петӗр Хусанкай 110 çул тултарнине паллă турăмăр. Шупашкартан унта çыравçăсен сумлă делегацийӗ килнӗччӗ. Яланхлле çакнашкал мероприятисем поэзи уявнӗсене çаврăнаканччӗ. Хутран-ситрен артистсем çак сăвă триумфӗн тӗлпулăвне юрăпа е ташăпа илемлетекенччӗ. Яланхилле, анчах хальхинче мар.
Шупашкар делегацийӗнче 10 яхăн çыравçă, культурăпа çыхăннă интеллигенци те пур - Эдуард Бахмисов, Олег Цыпленков, Атнер Хусанкай, театр актерӗсем, художниксем... тата 20 яхăн эстрада артисчӗ. Вӗсене Тутарстана ЧР кульутра министрӗ Константин Яковлев хăй ертсе пынă. Тавтапуç ăна çавăн пек сумлă ушкăнпа килсе ентешӗсене савăнтарнăшăн.
Кадрсем лайăхрах пулччăр тесе журналистсем яланхилле малти ретсенче лараççӗ. Çавăнпа та юрăçсенчен хăшӗ фонограммăпа шăрантарнине, хăшӗ сăмахӗсене манса кайса çăварне урăхла уçнине асăрхакансем чи малтан вӗсем пулаççӗ. Ку ӗçре пулăшаканни - вӗсен фото-видео ӳкерекен техники.
Çапла, уява Чăваш паташалăх юрăпа ташă ансамблӗн артисчӗсем те килнине кура, паллах, мӗнле-тӗр пысăк япала кӗтетӗн. Анчах та Пасарлă Матакра иртнӗ (унччен çавăн пекки Аксура иртнӗ терӗç) концерта пуçлакан çӗршыв шайӗнчи артист та, мероприятие вӗçлекен тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ те юррисене фонограммăпа юрлӗç тесе шутламанччӗ. Пӗрремӗшӗ çăварне вăхăтлă уçса хупрӗ пулсан, юлашки - куплетсен пуçламăшӗнчи сăмахсене те манса кайрӗ. Вот çакăн пек шай пирӗн хисеплӗ çынсен. Çавăнтан çити килеççӗ те хăнана - ултавпа чап çӗнсе илесшӗн... Мӗнле ăнланмалла кăна? Е асăрхаттаракан, калакан çук-ши вӗсене, е ӗçне хаклакансен культура шайӗ çавнашкал кăна-и?.. Тепӗр тесен интеллигенци çыннисем те çумӗнче ӗнтӗ... Е çакнашкал ултав пурне те тивӗçтерет-и? Ку вара пачах урăх ыйту. Хусанкай вара кун пек лару-тăрура ак çапла çунтарнă пулӗччӗ-тӗр: «... Йӗрӗнсе пăхса илетпӗр ун йышши каçраçкана. Кӗççе пит вăл, кӗлмӗç чун, куçăнах унран кулатпăр...»
Халӗ литературăра ят çӗнсе илнисем патне таврăнар. Вӗсене, шанатри, çук-и, поэзи уявӗнче пӗрер (!) сăвă калаттарчӗç. Шутласа пăхăр-ха эсир, (целый) пӗр сăвă! Палламан сăвăçсене те мар вӗт, ятлă-сумлă чăн-чăн поэтсене. Ыттине йăлт концерт номерӗсемпе, юрă-ташăпа тултарчӗç. Çитменнине тата, сăвăçсем сцена çине тухсан, вӗсене «кӗскерех калăр!» тесе васкатаççӗ. Юрăçсем сăвăçсене мăшкăлланă пекех туйăнчӗ. Ирӗксӗрех Петр Петровичăн «Каснă, вăтăрнă пире....» йӗркисем аса килеççӗ.
Сцена çинчен часах «ăсатассине» пӗлнӗ пекех, эпир пурте паллакан Светлана Асамат сăвă вуланипе кăна мар, юрласа та парас терӗ. Творчествона парăннă çын хăйӗн талантне тӗрлӗ енчен кăтартасшăн пулчӗ, ăнланмалла. Тата хăçан курать-ха вăл Хусанкай ентешӗсене? Анчах та ăна музыка композицийӗн виççӗмӗш куплетне юрлаттармарӗç. Тӗрӗс каланă çав поэт: «Ӗмӗрӗнче ӗмӗтленсе курманшăн - нимех те мар вăл сăвă кӗнеки!» Конференсье сцена çинче хăйне мӗнле тыткалани те - уйрăм калаçу.
Калас килет, поэтсемпе çавăн пек хăтланса эсир хăвăра тӗнче кăваписем тесе шутлатăр пулсан - питӗ хытă йăнăшатăр. Сăвăсăр юрă çуралаймасть. Чăн-чăн сăвăсăр хит пулаймасть. Сиртен хăшӗ-пӗри вырăс поп юррисене чăвашла куçарса юрланине те, ют кӗвӗсене вăрланине (каçарăр, ыйтмасăр илнине) те пӗлетпӗр. Хисеплӗр хамăр сăвăçсене, сума-сăвăр. Тата хăвăр мӗнле сăлтавпа сцена çине тухнине манса ан кайăр: сумлă поэт юбилейӗ вăл туй е ӗçкӗ ертсе пырасси мар. Тата, манăн субьективлă шухăшпа, шăлаварне тӗрлесе сцена çине тухакан чăваш арçынни - хисепе тивӗç мар. Пăрахăçлас килмест-и вăл «модăна»?
Çамрăк поп юрăçӗ хăй ăçта килнине те ăнланмарӗ пулмалла: сцена çине тухса «зажигаем, дискотека!» тесе хиркелене-хиркелене пуçларӗ хăйӗн «Тупа-тупа-тупа-тупата» юррине (мӗн çинчен юрланине те ăнланма йывăр пулчӗ ăна, сăмахӗсене, тупата, залра ларакан сăвăç çырман), анчах кӗвви чăнах-та дискотекăри пекчӗ пирӗн литература тӳпин корифейне, Чăваш халăх поэтне халалланă уяв каçӗнче. Юрать-ха тӗрлӗ сăлтава пула чăваш çыравçисемпе туслă Тутарстан халăх поэчӗсем Ренат Харис, Роберт Миннуллин, Равиль Файзуллин унта хутшăнаймасăр, çак ăнланмалла мар япалана курмарӗç.
Тӗрӗслӗхшӗн каласа хăвармалла. Фонограммăсăр юрлакансем те сахалăн пулмарӗç. Сăнӳкерчӗкри Шупашкарти культура институчӗн студенчӗ вырăсла юрăсене чăнах та хăй сассипе илемлӗн юрларӗ. Вот унăн ятне çырсан та юратчӗ. Анчах, шел пулин те, видеотехника çине çырăнса юлман. Вăл çамрăка Киров облаçӗнчен вӗренме килнӗ терӗç. Чăнах та пултаруллă, тав ăна! Хăрушă мар, чӗрӗ сасăпа малашне те юрласан, эстрадăра унăн ячӗ пӗрре мар палăрӗ-ха!
Çапларах пурăнатпăр. Çырасшăн марччӗ ку кăмăла хуçакан заметкăна. Артисчӗсем те начар çынсем мар, хам çывăха хурса хисеплекеннисем те пур вӗсен хушшинче. Анчах та çакнашкал пулăмсене асăрхамасăр ирттересе ярсан, эпир чăваш халăхне хăйӗн чӗрине парнелесе хăварнă Петӗр Хусанкайăн тӗрӗслӗх çулӗ çинчен пăрăнма пултаратпăр пек туйăнать.
PS: Тӗрӗс мар çыртăм тесе шутлатăр пулсан, комментарийсем валли лаптăк уçă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев