Ял статусне мӗншӗн улăштарнă?
Эпӗ Аксу районӗнчи Емелькинӑ ялӗнче ҫуралнӑ, ӳснӗ, вӗренсе тухнӑ, ҫара кайнӑ; авланса, туй тунӑ. Пирӗн яла ялан хутсенче, документсенче "деревня Емелькино" тесе ҫырнӑ, кӑтартнӑ. "Деревня Емелькино" тени ҫыраканӑн чӗркелекени кӑна мар - вӑл ялӑн авалтан пынӑ пысӑк историйӗ. Ял кунҫулӗ, ваттисем каланӑ тӑрӑх, ХVIII - мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче тытӑннӑ, яла...
Эпӗ Аксу районӗнчи Емелькинӑ ялӗнче ҫуралнӑ, ӳснӗ, вӗренсе тухнӑ, ҫара кайнӑ; авланса, туй тунӑ. Пирӗн яла ялан хутсенче, документсенче "деревня Емелькино" тесе ҫырнӑ, кӑтартнӑ. "Деревня Емелькино" тени ҫыраканӑн чӗркелекени кӑна мар - вӑл ялӑн авалтан пынӑ пысӑк историйӗ.
Ял кунҫулӗ, ваттисем каланӑ тӑрӑх, ХVIII - мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче тытӑннӑ, яла пуҫласа яраканнисем - Памук, Кнеҫ, Емельке пулнӑ. Малтан виҫӗ килӗ, кайран - 5-6 ҫурт, Кукӑр кас ҫуралнӑ. Ял ятне те илнӗ: чӑвашсем " Кивӗ Этемшӳ", ҫывӑхри мишерсем -"Памук ауле", вырӑсла - "деревня Емелькино" теме, ҫырма тытӑннӑ. Ӗмӗрсем, ҫулсем иртнӗ, Кивӗ Этемшӳ те, ҫамрӑк ача пек, ӳссе, ҫитӗнсе пынӑ: Кукӑр кас хыҫҫӑн ытти касӑсем те йеркеленсе ларнӑ. Пурнӑҫӗ тӗрлӗрен килнӗ: пушарсем, вӑрҫӑсем, типӗ ҫулсем, выҫлӑхсем ытлашши савӑнма паман. Ял, чӗрӗ чун пек - пӗрре ӳснӗ, тепрехинче, инкексем пырса ҫапсан - пушанса юлнӑ.
Емелькинӑ ялӗ малтан Чистай тӑрӑхне, каярах - Пӳлер, Алексеевски районӗсене кӗнӗ, 1977 ҫултан - Аксу районӗнче. Аксу районне " деревня Емелькино" пулсах хутӑшнӑ.
Вӑхӑчӗ тата малалла шурӗ, 21-мӗш ӗмӗр те пурнӑҫа вирхӗнсе кӗчӗ. Емелькинӑ ялӗ те ҫул айккинче мар - хӑвӑрт улшӑнать: пӗр енчен чечекленсе пырать, тепӗр енчен - каллех, шутламалли, хуйхӑрмалли тупӑнсах тӑрать...
Ял, ял историйӗ ҫинчен материалсем эпӗ тахҫанах пуҫтарма тытӑннӑ: кашни каймассерен ватӑсенчен ыйткаласа пӗлнӗ, ҫырса хунӑ; Ф.П.Осипов вӗрентекенӗн ҫырнисене, Аксу Ен таврапӗлӳҫин, В.И.Волковӑн "Край, родимый Аксубай" кӗнекине вуласа тухнӑ, ытти хайлавсемпе паллашнӑ. Кӑҫал, 2017 ҫул, вара, пуҫӑмра хамӑр ял ҫинчен интернетри энциклопеди валли статья ҫырас шухӑш та сиксе тухрӗ. Сӗтел хушшине лартӑм, тӗрлӗ ҫӗрте (интернет, кӗнекесем, ҫырнисем) чаваланма пуҫларӑм. Маларах та, пӗр тӗлӗнмелле япалапа тӗл пулкалатӑмчӗ: Емелькинӑ ялне аксурисем интернетра "село" текеленине. Анчах, кӑна ытлашши пуҫа илмен: "Пӗр вӗренмен, хута пӗлмен ҫын чакаланса ларать пулас..." - тесе шутласа иртнӗ. Халь, вара, кӗтӗм те (распуй!): пӗтӗм ҫӗрте "село Емелькино"... Район сайчӗсенче, республикӑри сайтсенче, Емелькинӑ ял поселенийӗн уставӗнче те! Ак, тӗлӗнтермӗш! Камӑн пуҫӗ пит вӑйлӑ ӗҫленӗ-ха?
Паллӑ, ӗнтӗ, саккун тӑрӑх 2005 ҫултах ял хутлахӗсем (сельское поселение) туса хунӑ пулнӑ. "Сельский" тенипе кӑна унта кӗрекен ялсен, хутлӑхӑн тӗп ялӗн ятне улӑштармалла мар пек: СССР вӑхӑтӗнче те Емелькинӑра "сельский совет" пулнӑ, анчах, ял "деревня" ятпах ҫӳренӗ...
Ӗлӗкех пулса кайнӑ йӗркепе Раҫҫейре "село" тесе пит пысӑк, чиркӳллӗ, тӗп чиркӳ прихочӗ пулнӑ ялсене кӑна каланӑ. Ун пек ялсем: ҫумри Хырӗшни (Сосновка), Шеме, Саврӑш, Пӳлер - вӗсем пурте "село". Емелькинӑ ялӗнче, вара, нихӑҫан та чиркӳ те, чиркӳн тӗп прихочӗ те пулман; ял халӑхӗ Шеме приходӗнче тӑнӑ, Шеме чиркӗвне ҫӳремелле пулнӑ. Ял, калӑпӑшпе те, нихҫан та анлӑ пулман, "село" тенине ҫитеймен. Ялта, чи нуммайи, 1970-мӗш ҫулсенче 102 ҫурт, 515 ҫын шутланнӑ. Паянхи кун ҫинчен, вара, калама та хӑрамалла: ялта - 97 ҫурт, 31- шӗ пушӑ лараҫҫӗ, 155 ҫын ҫеҫ пурӑнать ("ҫари" кӑшкӑрмалла). Нуммай ҫуртсенче 1-2 ҫын кӑна тӑрса юлнӑ. Ӑҫтан кунта "село" пулмалла? Ял, тӗрӗссипе, пӗтсе пырать...
Ял статусне улӑштарнӑ ӗҫпе хамӑра тӑван хисепленнӗ Кузьма Васильевич Андреев (1929- 2014) ҫинчен те аса илмелле пулать пулас. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Емелькинӑра чиркӳ тӑвас тесе Аксу тăрăх тем чухлӗ чупкаланӑ курӑнать. Чиркӳ, ыттине тӑватани - мӗншӗн ҫав ятпа ял статусне те улӑштармалла пулнӑ-ха? Сӑмахран, ялта тахҫанах баптистсен ушкӑнӗ те пур, ӗҫлет - вӗсем ял ятне тивмеҫҫӗ... Хуть те мӗне ӗнен - ял ятне, ял историне ан тыт, эсӗ ӑна туман! Мӗншӗн пӗр ҫын шухӑшӗ хыҫҫӑн кайса ялӑн икӗ ӗмӗр ытларах пыракан историне пӑсса хумалла? Халӑхпа калаҫмалла, сӳтсе явмалла пулнӑ! Ҫавӑн чух Емелькинӑ ял хутлӑхне ертсе пыракан ҫынсем ӑҫта ҫӳренӗ? Вӗсен аллисем урлӑ Емелькинӑ "село" тени чӑн малтан иртнӗ вӗт-ха... Ял-йышпа калаҫсан, ҫынсен шухӑшне пӗлсен ҫеҫ хутсене алӑ пусмалла пулнӑ. "Сельское поселение" тенипех "деревня" пулнӑ ялтан, сӑмахран, ҫӳлтисем хушсан та, "село" туса ямалла пулман. Ӑс-пуҫ тӑрӑх: ҫӳлти шайри пӗрлешӳсен ячӗсем улшӑнни аялти, авалтан пыракан ятсене нихӑш енчен тӗкӗнмелле мар: патшалӑх, республика, район, колхоз ячӗсем улшанннӑ - ял ячӗ, нихҫан та, улшӑнман.
Тата: ял статусне улӑштарнипе малашне темӗнле пӑтӑрмахсем те сиксе тухма пултарӗҫ. Халь "саккунсем" алхаснӑ вӑхӑт... Пӗр аслӑрах ачин паспорчӗ ҫинче ҫуралнӑ вырӑнне "д.Емелькино", теприн, кӗҫӗнрехин - "с. Емелькино" ҫырса хунӑ пулсан, аслине тӑван пӳрчӗн пайӗ лекмессе те пултарать.Тӳресем халь пурне те кураҫҫӗ, кашни саспалли, сӑмах вӗсен умӗнче ташласа тӑраҫҫӗ, кирлӗ-тӗк - капла ҫавӑраҫҫӗ, кирлӗ мар-тӑк - апла...
Шел, эпӗ ку шухӑшсемпе кая юлтӑм... Маларах ҫырмалла пулнӑ та - пӗлмен, ҫынсем те систермен, каплах туса хурасса та шанман. Вӑхӑт та иртсе кайнӑ, ялӑн чӑн ятне тавӑрма ҫук пулас...
Юлашкинчен ҫавна ҫеҫ калас килет. "Село" тенине, паллах, чун илтесшӗн мар, туртмасть. Пирӗн ял историйӗ нихӑҫан та сыпӑксенчен тӑман - ялан пӗр вӗҫрен, тымартан пынӑ. Ним ҫукран, ӑс ҫитереймесӗр ял ятне улӑштарнине - "питӗ илемсӗр ӗҫ" тесе кӑна хаклатӑп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев