Петербургра чăваш салтакӗсене асăнчӗç
Санкт-Петербург чăвашӗсем тăрăшнипе Рождество Христова на Песках Храмра вăрçăра пуç хунă православи чăваш салтакӗсене асăнса литургипе кӗлӗ ирттернӗ.
Май уйăхӗн 26-мӗшӗнче, Троица уявӗ кунхине, Санкт-Петербургри чăваш пӗрлешӗвӗпе Ленинград облаçӗн чăваш культура обществин представителӗсем Рождество Христова на Песках Храмра литургие хутшăнчӗç, унтан Сергий салтака (Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗçнӗ пӗрремӗш чăваш, «Манергейм линийӗсене» татнă чух пуç хунă Сергей Николаевич Бутяков) тата Ленинграда хӳтӗлесе, 1941-1945 çулсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ытти хирӗсенче паттăрла пуç хунă мӗнпур чăваша асăнса кӗлӗ вулама ыйтнă.
Рождество Христова на Песках Храм прихучӗн настоятелӗ, прихут канашӗн председателӗ, протоиерей, Андрей атте вăрçăра пуç хунă православи чăваш салтакӗсене асăнса литургипе кӗлӗ ирттернӗ.
Петербургри Рождество Христова на Песках Храм чăвашсемшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ăна 1781-1787 çулсенче П.Е.Егоров паллă архитектор (Етӗрне чăвашӗ, Санкт-Петербургри Летний сад картин авторӗ) классицизм стилӗпе лартнă пулнă. XVIII-XX ӗмӗрсенче храм хулан Рождественский пайӗнче ăс-хакăл центрӗ шутланнă. Шел те, 1934 çулта ăна большевиксем сирпӗтнӗ.
Храм хальхи вăхăтра культура еткерлӗхӗн объекчӗ – РФ халăхӗсен историпе культура палăкӗ шутланать.
Раççей тава тивӗçлӗ строителӗ, меценат Вячеслав Заренков тăрăшнипе храма çӗнӗрен чӗртес ӗçе пуçăннă, хальхи вăхăтра строительство ӗçӗсем пыраççӗ, чиркӗве малтанхи сăннех тавăрӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев