Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

170 фольклор ушкăнĕ пĕр çĕрте

Иртнӗ вырсарникун, май уйăхӗн 21-мӗшӗнче, Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче «Каравон» Пӗтӗм Раççей вырăс фольклорӗн юбилейлă фестивалӗ иртрӗ. Çулсерен çӗршыври фольклор ансамблӗсемпе ал ăстисене пухакан уяв кăçал 25-мӗш хут иртрӗ. Кăçал вăл нихçанхинчен анлă та пысăк пулчӗ, унта çӗршыври 170 ытла фольклор ушкăнӗпе 350 халăх ремеслин ăсти хутшăнчӗç. Уява ТР Президенчӗ...

Иртнӗ вырсарникун, май уйăхӗн 21-мӗшӗнче, Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче «Каравон» Пӗтӗм Раççей вырăс фольклорӗн юбилейлă фестивалӗ иртрӗ. Çулсерен çӗршыври фольклор ансамблӗсемпе ал ăстисене пухакан уяв кăçал 25-мӗш хут иртрӗ. Кăçал вăл нихçанхинчен анлă та пысăк пулчӗ, унта çӗршыври 170 ытла фольклор ушкăнӗпе 350 халăх ремеслин ăсти хутшăнчӗç.

Уява ТР Президенчӗ Р.Минниханов, РФ культура министрӗн çумӗ А.Журавский, ТР культура министрӗ А.Сибагатуллин хутшăнчӗç. Фестивалӗн хисеплӗ хăнисем хушшинче çаплах Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ, республикăра паянхи кун сывă пӗртен-пӗр Совет Союзӗн Геройӗ Б.Кузнецов, Лайăшра пурăнакан Социализмла Ӗç Геройӗ Ф.Асхадуллин пулчӗç.

- «Каравона» 25 çул! Паян вăл республикăн паллă бренчӗсенчен пӗри, вăл пирӗн пуянлăх, истори. Эпир хамăрăн историпе, хăть мăсăльман, хăть православи историйӗпе, питӗ тимлӗ те типтерлӗ пулма тăрăшатпăр. Ӗнер кăна-ха Пăлхарта иртнӗ пысăк уявран таврăнтăмăр, паян ак, пурте пӗрле «Каравон» ирттеретпӗр, - терӗ Р.Минниханов фестивале уçнă май.

Кун хыççăн вăл республикăн культура аталанăвӗн ӗçӗнче палăрнă фольклор ушкăнӗсемпе ертӳçисене патшалăх наградисене пачӗ, Хисеп хучӗсемпе чысласа сертификатсем парнелерӗ. Сăмах май, Лайăш районӗн культура уйрăмӗ ТР Президентӗнчен 5 миллион тенкӗлӗх сертификат илме тивӗçрӗ.

Фестивале тӗнчипе паллă «Казаки России» патшалăх ташă театрӗ уçрӗ. Пуçланчӗ вара уяв! Концерт программине тăрук темиçе площадка çинче курма пулчӗ. «Разгуляй!» пысăк площадкăна Раççейпе Тутарстан фольклор ансамблӗсем, «Завалинкапа» «Камаринская» пӗчӗк площадкăсене республикăри фольклорпа йăла-йӗрке тата вырăс юррин ушкăнӗсем тухрӗç.

Элмет районӗнчи Урсала ялӗн «Çăлкуç» фольклор халăх ансамблӗ фестивале пиллӗкмӗш хут килчӗ. Ансамбль 35 çул каяллах йӗркеленнӗ. Паян унта 10 çын çӳрет, чи çамрăкки - 58 çулти Любовь Григорьевна Матвеева, чи ватти тата вăлах ансамблӗн гармонисчӗ, 82 çулти Александр Иванович Гришин. Артистсем пӗринчен пӗри хаваслă та уçă кăмăллă! Мӗн парать сире юрă юрлани тесе ыйтсан та пурте пӗр харăс: «Пурнăç!» - терӗç хăпартланса.

Уяв хăнисем валли кунӗпе «Вырăс кил-çурчӗ» декораципе ӳнер ăсталăх искусствин куравӗпе суту-илӳ речӗсем ӗçлерӗç. «Ăстаçăсен хули» ал ӗçӗсен мастер-класӗсем иртрӗç. Куравра хамăрăн ентеше, ӳнерçе, тăм савăт ăстине тата Пăва хулинчи 1№ искусство шкулӗн вӗрентекенне Павел Ярхунова курни уйрăмах савăнтарчӗ. Павел курава хăй тата вӗренекенӗсем тăмран ăсталанă ӗçӗсемпе хутшăнчӗ. Кăмăл пуррисене çавăнтах тăмран ăсталама вӗрентрӗ, мастер-классем ирттерчӗ.

- «Каравона» эпӗ пиллӗкмӗш çул хутшăнатăп. Питӗ кирлӗ, халăхсене туслаштаракан мероприяти вăл. Кунта килсе кайнă хыççăн çӗнӗ идейăсем çуралаççӗ. Ытти ăстасемпе паллашма, хăвăн ӗçӗсене кăтартма та май парать. Кăмăллă кунта, лăпкă, илемлӗ. Кун пек уяв пурри савăнтарать, - терӗ Павел.

Кăçалхи фестиваль программи нихçанхинчен пысăк та интереслӗ пулчӗ. Кичемленсе çӳрекен пӗр çынна та асăрхама пулмарӗ. Пӗрисем «Балаганчик» театр площадкинче Раççейпе Тутарстанри урам теа­трӗсен пултарулăхне курчӗç пулсан, теприсем «Разлихой овражек» ташă площадкинче ташă ушкăнӗсем ăмăртнине пăхрӗç, кăмăл пуррисем те тухса пултарулăхне кăтартрӗç. Кунсăр пуçне уяв хăнисем «Мода от народа» вырăс халăх тумтир кăтартăвне курчӗç, юрă картисен конкурсне хутшăнчӗç. Çак вăхăтрах «Кӳлӗ хӗрринчи киносеанс» кинозалта халăх уявӗсем çинчен документлă фильмсем те кăтартрӗç. «Вечерка на Озерной» площадкăра Раççейпе Тутарстанри ытти коллективсен юррисене итлеме пулчӗ.

Уяв историйӗпе интересленекенсем валли «Каравон историйӗ» музейре экскурсисем ирттерчӗç. Ача-пăчана та кичем пулмарӗ кунта, кунӗпех «Кулăшла картиш» вăйă площадки ӗçлерӗ. Уява çемйипех килнисем валли «Мул шырани» интерактивлă вăйă-квест иртрӗ.

Яланхи йăлапа фестиваль хăнисемпе артистсем пӗр пысăк картана тăрса юрласа утнипе вӗçленчӗ. Пӗр сăмахпа каласан, пӗлеççӗ вырăссем савăнма, ыттисене те савăнтарма!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев