Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

25-мӗшӗнчен ятарлă режим

МЧСăн Тутарстанри управленийӗ апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 15-мӗшӗччен республикăра пушара хирӗç ятарлă режим пуласса хыпарлать. Ятарлă режима куçасси çурхи-çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх ӳснипе çыхăннă. Çак вăхăтра çынсен сад-пахчара, коммерцилле мар дача пӗрлешӗвӗсенче типнӗ курăк, çӳп-çап çунтарма, кăвайт (е мангал) çинче апат пӗçерме, 1-3 класлă хăрушлăхри пиротехника изделийӗсемпе усă...

МЧСăн Тутарстанри управленийӗ апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 15-мӗшӗччен республикăра пушара хирӗç ятарлă режим пуласса хыпарлать.

Ятарлă режима куçасси çурхи-çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх ӳснипе çыхăннă. Çак вăхăтра çынсен сад-пахчара, коммерцилле мар дача пӗрлешӗвӗсенче типнӗ курăк, çӳп-çап çунтарма, кăвайт (е мангал) çинче апат пӗçерме, 1-3 класлă хăрушлăхри пиротехника изделийӗсемпе усă курма юрамасть.

Вырăнти влаçа республика территорине çӳп-çаппа типнӗ курăк­ран тасатма, шыв парса тăракан оборудованисен юсавлăхне тӗрӗслеме, пушар тухас хăрушлăхлă ӗçсене чакарма хушнă.

Режима пăссан граждансене 2000 - 4000, должноçри çынсене 30 000- 40 000, предприятипе организацисене 200 000 - 400 000 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев