Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ачасене доска та тасаттармаççӗ халӗ

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ульяновскри наукăпа практика конференцийӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн наука тата инноваци ӗçӗн проректорӗ Татьяна Петрова тунă доклад уйрăмах шухăша ячӗ.Татьяна Николаевна, педагогика тата психологи кафедрин профессорӗ пулнă май, хальхи вӗрентӳ тытăмӗнчи улшăнусем ачасен ăс-тăнӗ çине еплерех витӗм кӳни çинчен каласа пачӗ. «Вăхăтӗнче Яковлевăн ачасене...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ульяновскри наукăпа практика конференцийӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн наука тата инноваци ӗçӗн проректорӗ Татьяна Петрова тунă доклад уйрăмах шухăша ячӗ.Татьяна Николаевна, педагогика тата психологи кафедрин профессорӗ пулнă май, хальхи вӗрентӳ тытăмӗнчи улшăнусем ачасен ăс-тăнӗ çине еплерех витӗм кӳни çинчен каласа пачӗ.

«Вăхăтӗнче Яковлевăн ачасене ӗçлеттерсе вӗрентес методики тӗнчипе паллă пулса тăчӗ-тӗк, паянхи кун шкулсенче ачасене ӗçпе вӗрентесси çук. Ачасене доска та тасаттармаççӗ хăш-пӗр çӗрте. Ку пысăк проблема. Иккӗмӗшӗнчен, хальхи ачасем питӗ нумай информаци илеççӗ, анчах пӗлӗвӗсем çук. Эпир компьютеризаци аталанăвне чараймастпăр. Интернет урлă кӗрекен пӗлӳсене фильтр урлă кăларса çеç ачасене памалла пек. Çавна май, Европăра компьютерсемпе пачах усă курман шкулсем те пур.

Кунта Яковлевăн çемье çинчен вӗрентнине епле-ха аса илмӗн? Мӗнле пулсан та, ача воспитанийӗшӗн ытларах анне яваплă. Вăл хăйӗн сериалӗсенчен хăпаймасан, çемье воспитанийӗ пирки каласси çук. Çемье институчӗпе пӗрле патриархăн концепцийӗ те пăсăлма пултарать.

Паянхи кун ачасене аталантармашкăн условисемпе меслетсем питӗ те нумай, анчах вӗсем тăкаклă. Раççейри вӗрентӳ тытăмӗ питӗ çăмăл мар вăхăтсене тӳссе ирттерет. Учительсене питӗ йывăра килет. Çавăнпа Яковлев вӗрентсе хăварнă пек, пӗчӗккӗн педагогăн ялан ачасемпе пӗрле пулма тăрăшмалла».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев