Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

«Ăçта? Хăçан? Мӗн?» Савгачевăсем – пӗрремӗш!

(Ирина Кузьмина. А.Носков сăнӳкерчӗкӗ). Тăван чӗлхе кунне Анат Камăри 34-мӗш чăваш гимнази-интернат акă ӗнтӗ 4-мӗш çул «Ăçта? Хăçан? Мӗн?» регионсем хушшинчи интеллектуаллă вăйă ирттерсе паллă тăвать. Паян та кунта ирех хӗрӳ тупăшу. И.Я. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн, Аксу районӗнчи Савгачево, Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелпе Кивӗ Йӗлмел, Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă шкулӗсен...

(Ирина Кузьмина. А.Носков сăнӳкерчӗкӗ). Тăван чӗлхе кунне Анат Камăри 34-мӗш чăваш гимнази-интернат акă ӗнтӗ 4-мӗш çул «Ăçта? Хăçан? Мӗн?» регионсем хушшинчи интеллектуаллă вăйă ирттерсе паллă тăвать. Паян та кунта ирех хӗрӳ тупăшу. И.Я. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн, Аксу районӗнчи Савгачево, Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелпе Кивӗ Йӗлмел, Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă шкулӗсен тата чăваш гимнази-интернат вӗренекенӗсем - пурӗ 6 команда вăйă сӗтелӗсем хушшине ларчӗç. Ачасем чӗлхе, литературăна мӗнле пӗлнине çак вăйăра кăтартса тупăшрӗç. Аса илтеретпӗр, вăйă йăлтах чăвашла иртет.

Интеллектуллă вăййа кăçал Тăван чӗлхе кунне кăна мар, И.Яковлев юбилейне Раççейри Л.Толстой тата Волонтер çулталăкне те халалланă. Çавăнпа кунта çӗнтерес тесен командăсен самай ӗнсене хыçма тиврӗ. Йӗркелӳçӗсем (Анат Камăри чăваш гимнази-интернат) çак темăсемпе çыхăнтарса ыйтусем хатӗрленӗ. Иртенпех тăсăлнă вăййа темиçе минут каялла кăна-ха жюри пӗтӗмлетрӗ. Ыйтусене пуринчен нумайрах тулли те тӗрӗс хуравласа Савгачево шкулӗн (Аксу районӗ) команди пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ. Иккӗмӗшне вара И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗпе Анат Камăри гимнази-интернат командисем пайларӗç. Ытти шкулсен командисем пӗр пек балл пухса виççӗмӗш вырăна тухрӗç. Маттур!

Çаплах пухăннисем Хусанти чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн ӗçӗ-хӗлӗпе те паллашрӗç. Ун çинчен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Артем Носков тӗплӗн каласа пачӗ, çӗнтерӳçӗсене парнесемпе хавхалантарчӗ. Шкул е университет пӗтерсен Хусана вӗренме е ӗçлеме килес шухăшлă çамрăксене пурне те çак пӗрлешӳре хапăл туса йышăннине пӗлтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев