Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чи ăста юрăçсем Аксура пухăнаççӗ

Тутарстан юрăçисен «Чăваш шăпчăкӗ» XII республика конкурсӗ шăматкун, апрелӗн 28-мӗшӗнче, пулать. Мероприятие И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, конкурса республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 60 ытла заявка килнӗ. Вӗсем - уйрăм юрăçсем, пултарулăх ушкăнӗсемпе ансамбльсем. Конкурс Аксу райцентрӗн Культура çуртӗнче (Романов урамӗ, 8-мӗш çурт) иртет. 8.00 -...

Тутарстан юрăçисен «Чăваш шăпчăкӗ» XII республика конкурсӗ шăматкун, апрелӗн 28-мӗшӗнче, пулать. Мероприятие И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, конкурса республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 60 ытла заявка килнӗ. Вӗсем - уйрăм юрăçсем, пултарулăх ушкăнӗсемпе ансамбльсем.

Конкурс Аксу райцентрӗн Культура çуртӗнче (Романов урамӗ, 8-мӗш çурт) иртет. 8.00 - 09.20 сехетре регистраци. 09.30 сехетре суйлав тапхăрӗ пуçланать. Гала-концерт каçхине 16.00 сехетре пулать.

Мероприятире çаплах Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фирма ӗçӗсен (чăваш тумӗсен, чăваш тӗрриллӗ сӗтел çиттисемпе салфеткăсен тата ытти сувенирсен) куравӗпе паллашма май пулӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев