Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Апрель. Халăх календарӗ

Апрель вӗçленет, вӗçен кайăк йăва çавăрать. Çӗр ӗçченӗн те ыйхи вӗçет, унăн канма вăхăчӗ çук, мӗншӗн тесен çурхи кун çулталăк тăрантарать. 23-мӗшӗ - çак кун аслати авăтсан, тухăç пысăк пулать, килте, ӗçре ăнать. 24-мӗшӗ - çумăр çусан кăмпа нумай пулать. Каçхине тăм ӳксен, кăрăç нумай пулать. 25-мӗшӗ - шыв хальте...

Апрель вӗçленет, вӗçен кайăк йăва çавăрать. Çӗр ӗçченӗн те ыйхи вӗçет, унăн канма вăхăчӗ çук, мӗншӗн тесен çурхи кун çулталăк тăрантарать.

23-мӗшӗ - çак кун аслати авăтсан, тухăç пысăк пулать, килте, ӗçре ăнать.

24-мӗшӗ - çумăр çусан кăмпа нумай пулать. Каçхине тăм ӳксен, кăрăç нумай пулать.

25-мӗшӗ - шыв хальте каймасан, çуркунне кая юлнине, çуллахи çанталăк япăх пулассине пӗлтерет.

26-мӗшӗ - пӗчӗк пӗлӗтсем пысăккинчен малтан шăваççӗ пулсан - çумăра.

27-мӗшӗ - пилеш кайăкне сăнамалла. Енчен те вăл юрлама чарăнчӗ пулсан, чылай вăхăт тăм ӳкмест, çанталăк çумăра каймасть. Енчен те навус нăррисем вӗçме тытăнчӗç пулсан, Çимӗкчен лайăх çанталăк пуласса кӗтмелле.

28-мӗшӗ - асамат кӗперӗ лайăх курăнать пулсан, çанталăк пăсăлать.

29-мӗшӗ - атмосфера пусăмӗ чаксан, çанталăк çумăра каять.

30-мӗшӗ - хурăн çирӗкрен малтан çулçă кăларсан, çулла типӗ тăрать. Енчен те çирӗк-тӗк - çулла çумăрлă килет. Вӗлле хурчӗ чие чечекӗ çине ларсан, чие ăнса пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев