Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

"Аварийщиксене" çĕнĕ хваттерсем кĕтеççĕ

Тутарстанăн Патшалăх çурт-йĕр фондĕнче (ПÇЙФ) республикăри авариллĕ пÿртсем пирки брифинг иртнĕ. Ăна ПÇЙФ-ăн ĕç тăвакан директорĕ Талгат Абдуллин ертсе пынă. «Хальхи вăхăтра Тутарстанра 7775 авариллĕ çуртсенчи çынсене урăх çĕре куçармалла. 1377 çын çурт хуçисем пулнăран, ниçта та куçасшăн мар, вĕсем çуртшăн укçа илеççĕ те каяççĕ. 4240 авариллĕ пÿртре пурăнакана социаллă...

Тутарстанăн Патшалăх çурт-йĕр фондĕнче (ПÇЙФ) республикăри авариллĕ пÿртсем пирки брифинг иртнĕ. Ăна ПÇЙФ-ăн ĕç тăвакан директорĕ Талгат Абдуллин ертсе пынă.

«Хальхи вăхăтра Тутарстанра 7775 авариллĕ çуртсенчи çынсене урăх çĕре куçармалла. 1377 çын çурт хуçисем пулнăран, ниçта та куçасшăн мар, вĕсем çуртшăн укçа илеççĕ те каяççĕ. 4240 авариллĕ пÿртре пурăнакана социаллă ипотекăпа усă курса çурт-йĕр условине лайăхлатма сĕннĕ. Вĕсенчен 1609 çын çĕнĕ хваттерсене куçнă ĕнтĕ. 672 çемье хăйсен хваттерĕсене суйланă, çуртсене туса пĕтерессе кĕтеççĕ. 760 çемье хальлĕхе нимĕн те суйласа илмен. Вĕсене райĕçтăвкомсене пырса учета тăма хистетпĕр, хваттерсемпе тивĕçтерме эпир хатĕр. Вĕсен хакĕ пĕр тваткал метршăн 31 пин тенкĕрен иртмĕ. Ку "аварийщиксен" хакĕ, вăл пасар хакĕнчен уйрăлса тăнине ТР бюджечĕ саплаштарать.

Муниципаллă çурт-йĕр пирки калас пулсан, паянхи куна 2133 авариллĕ çуртра пурăнакансем çĕнĕ çĕре куçма хатĕрленеççĕ", - палăртнă Талгат Абдуллин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев