Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш ачисем - «Эткерте»

(Ирина Иванова. Шупашкар). Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан хастар чăваш ачисене пӗрле пухса этнокультура профиль лагерӗ йӗркелесси ырă йăлана кӗнӗ ӗнтӗ: 2005 çултанпах иртет «Эткер» смена. Чăваш чӗлхипе культурине упрас тата аталантарас тӗллевпе хута яраканскер кăçал Раççейри чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенчен 39 шкул ачине Чăваш Ен çӗрӗ çине йыхравларӗ. «Агроздравница» санаторин...

(Ирина Иванова. Шупашкар). Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан хастар чăваш ачисене пӗрле пухса этнокультура профиль лагерӗ йӗркелесси ырă йăлана кӗнӗ ӗнтӗ: 2005 çултанпах иртет «Эткер» смена. Чăваш чӗлхипе культурине упрас тата аталантарас тӗллевпе хута яраканскер кăçал Раççейри чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенчен 39 шкул ачине Чăваш Ен çӗрӗ çине йыхравларӗ. «Агроздравница» санаторин «Ылтăн пучах» ача-пăча сывлăха çирӗплетмелли лагерӗнче Пушкăртстан, Тутарстан республикисенчен, Тюмень, Саратов, Ульяновск, Чулхула облаçӗсенче пурăнакан ачасем июнь уйхӗн 26-мӗшӗнчен тытăнса июлӗн 9-мӗшӗччен канӗç.

Камсене суйласа илеççӗ-ха «Эткере»? Ыйтăва уçăмлатма этнокультура лагерӗн кăçалхи ертӳçи, Шупашкарти 33-мӗш шкулти чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ирина Диарова пулăшрӗ:

- Ку лагере çулленех чăваш чӗлхипе иртекен олимпиадăсен, наци культурине аталантаракан тӗрлӗ конкурссен çӗнтерӳçисене, диаспорăри чăваш чӗлхине вӗрентекен шкулсенчи чи лайăх вӗренекенсене, çавăн пекех чăваш чӗлхипе, литературипе, культурипе кăсăкланакан ачасене йыхравлатпăр.

Икӗ эрнене тăсăлакан кану вăхăтӗнче тӗрлӗ форматпа йӗркелекен мероприятисенче ачасем тăван халăхăн историйӗпе паллашӗç, Чăваш Енри паллă культура деятелӗсемпе, журналистсемпе, сăвăç-çыравçăпа тӗл пулӗç. Муркаш районӗнчи Катикасси ял тăрăхӗнчи «Çăлкуç» фольклор ансамблӗн хастарӗсем ачасене чăваш ташшин хусканăвӗсене вӗрентӗç. Ушкăнпа экскурсире пулни ачасене кирек хăçан та ырă кăмăл-туйăм парнелет. Çакна шута илсе лагерь йӗркелӳçисем «эткерçӗсемпе» Кӳкеçри Никита Бичурина халалланă музее тата Шуршăлти Космонавтика музейне çитсе курасшăн. Лагерьти кунсенчен пӗри вара тӗрлӗ хутлăхран пухăннă çамрăк ентешсем наци кухнин блюдисене хатӗрленипе асра юлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев