Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш юрă конкурсӗ е халăхсем хушшинчи фестиваль?

Виçӗ сехете тăсăлчӗ «Кӗмӗл сасă» юрă конкурсӗн Гала-концерчӗ. Анчах та унта кăçал хутшăннă конкурсантсенчен 7-шӗ çеç хăйсен пултарулăхне кăтартрӗ. Ыттисем - массовкăра. Çак мероприятие укçа тӳлесе курма килекенсем, тен, чăваш эстрадинчи çӗнӗ ятсене ытларах курасшăнччӗ-тӗр? Çичӗ конкурсантсăр пуçне сцена çине «Кӗмӗл сасăра» иртнӗ çулсенче çӗнтернӗ çăлтăрсем «пултарулăхне» кăтартрӗç. Тӗрӗссипе каласан,...

Виçӗ сехете тăсăлчӗ «Кӗмӗл сасă» юрă конкурсӗн Гала-концерчӗ. Анчах та унта кăçал хутшăннă конкурсантсенчен 7-шӗ çеç хăйсен пултарулăхне кăтартрӗ. Ыттисем - массовкăра. Çак мероприятие укçа тӳлесе курма килекенсем, тен, чăваш эстрадинчи çӗнӗ ятсене ытларах курасшăнччӗ-тӗр? Çичӗ конкурсантсăр пуçне сцена çине «Кӗмӗл сасăра» иртнӗ çулсенче çӗнтернӗ çăлтăрсем «пултарулăхне» кăтартрӗç.

Тӗрӗссипе каласан, мана кăçалхи конкурса хутшăнса çӗнтерӳçӗ номинацийӗсене илнӗ 7 çын кăна чӗрӗ сасăпа юрланăн туйăнчӗ.

Çакă кăштах кăмăла хуçрӗ ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен конкурсра халь çӗнтернисем чăн-чăн пултарулăх кăтартрӗç, маларах çӗнтернисем - суя.
Чăвашсемсӗр пуçне «Кӗмӗл сасăра» палестинец, египтянка, тутар хӗрӗ юрларӗç. Ку ӗнтӗ конкурсăн Гала-концерчӗн хăнисен хушшинче ЧР Халăхсен ассамблейин председателӗ Лев Кураков, культура министрӗ Константин Яковлев ларнипе пулчӗ-тӗр тесе шутларăмăр.
Тӗрлӗ халăхсен çамрăкӗсем конкурса хутшăнса е хутшăнмасăр юрланине ăнлантаракан пулмарӗ. Халăхсем хушшинчи туслăха тӗслӗхе тăратса ирттереççӗ мероприятисене Шупашкарта. Ку лайăх. Йăлана кӗнӗ пулӗ. Анчах та пур çӗртех те вырăнлă-ши?..





Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев